11053-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Укҫан пӗр тенки пӗр пуса тӑман вӑхӑт килӗ.

Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, XIV, 296 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

13147Тулти тӑман темех мар, пӳртри тӑман хӑрушӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
9303Начар ӗне тӑман кун пӑрулать, начар ҫын тӑман кун сӑра ӗҫет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
4613Телейсӗрӗн тенки те ҫур пус хакне тӑрайман.Телей — Асап
2760Вӑхӑтра ҫур пус та пин пуса тӑнӑ.Вӑхӑт — Талккӑш
2915Тепӗр чух пилӗк пус та пӗр пуса тӑмасть.Ялан — Хушӑран
5552Кайран, калуш ҫичӗ пуса юлсан.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
3579Мӗн пуласси пулӗ, мӗн килесси килӗ.Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх