11549-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Ҫамрӑк ҫӗклейменнине ватӑ та йӑтаймӗ.

ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 649 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

11404Ватӑ патӗнче ватӑ пул, ҫамрӑк умӗнче ҫамрӑк пул.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11426Ватӑ ҫыннӑн та чунӗ ҫамрӑк ҫав.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11439Ватӑ ятламасан ҫамрӑк ӳсмест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11546Ҫамрӑк сӑн чечекленет, ватӑ сӑн пӗркеленет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
12153Арӑмӗ ҫамрӑк, упӑшки ватӑ — ача ҫине ача; арӑмӗ ватӑ, упӑшки ҫамрӑк — патак ҫине патак.Арҫын — Хӗрарӑм
42214Арҫын ватӑ пулсан та, ҫамрӑк арӑма ватӑлтарать.Арҫын — Хӗрарӑм
11395Ватӑ кашкӑр кӗтӳ хыҫне пынӑ та: «Ҫамрӑк вӑкӑрӑн хӑҫан ҫӑмарти татӑлса ӳкет-ши?» — тесе шутлать тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх