11980-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Тӑван анне ҫапса хӗнесен те лайӑх, амаҫури пӗрре ҫапсан та ӗмӗр тухмасть.

ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 384 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

241Хӗвел — тӑван анне, уйӑх — амаҫури анне.Хӗвел — Уйӑх
11642Амаҫури те аван та, тӑван анне маларах.Атте-анне — Ача-пӑча
13106Тӑван ҫӗршыв — анне, ют ҫӗршыв — амаҫури.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
11674Анне алли ҫапсан та ҫемҫен ҫапать.Атте-анне — Ача-пӑча
11677Анне — ӑшӑ ҫумӑр, амаҫури — пӑр: ҫумӑр ачашласа ӳстерет, пӑр ватса ҫӗмӗрет.Атте-анне — Ача-пӑча
11691Анне ҫапни кӗҫӗтет, амаҫури ҫапни чуна витет.Атте-анне — Ача-пӑча
152Тӗнчере тем те пур, атте-анне анчах пӗрре кӑна.Ку тӗнче — леш тӗнче