12032-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Тыра пулмасан пӗр ҫуллӑх кӑна хуйхӑ, ывӑл-хӗр ӑнмасан ӗмӗрлӗх хуйхӑ.

Месарош Д. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуххи (1912), 25 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

12245Илнӗ лаша ӑнмасан ҫулталӑка хуйхӑ, илнӗ арӑм ӑнмасан ӗмӗрлӗхе хуйхӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
4739Хуйхӑ хӑпать, инкек иртет, асапӗ ӗмӗрлӗх теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
11045Укҫаллӑ ҫыннӑн ҫӗр хуйхӑ, укҫасӑррин пӗр хуйхӑ.Паракан — Илекен
11798Ача пӗчӗк чухне пӗчӗк хуйхӑ, пысӑклансан пысӑк хуйхӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11956Пӗчӗк ачашӑн пӗчӗк хуйхӑ, пысӑккишӗн — пысӑк хуйхӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
10392Мӗн тӑван ӗҫ ӑнмасан, пултран яшки пулмасан.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
12856Качча кайиччен пӗр хуйхӑ, качча кайсан ҫӗр хуйхӑ.Авланасси — Качча каясси