12729-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Хӗрачана хисеплесси качча кайиччен теҫҫӗ.

ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1016 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

12853Качча кайиччен качча каяс, качча кайсан ашшӗ патне каяс.Авланасси — Качча каясси
12855Качча кайиччен начар хӗр ҫук.Авланасси — Качча каясси
12857Качча кайиччен ҫын упӑшкинчен ан кул, ача тӑвиччен ҫын ачинчен ан кул.Авланасси — Качча каясси
12856Качча кайиччен пӗр хуйхӑ, качча кайсан ҫӗр хуйхӑ.Авланасси — Качча каясси
12854Качча кайиччен малтан сар кӑткӑ тӗми ҫине ларса пӑхма хушнӑ.Авланасси — Качча каясси
12914Хӗрӗн качча кайиччен хӗрӗх ҫынна усӑ кӑтартмалла, йӗкӗтӗн авланиччен алӑ ҫынна усӑ тумалла.Авланасси — Качча каясси
12652Хӗр лайӑхӗ — качча кайиччен, арӑм лайӑхӗ — ӗмӗр иртиччен.Каччӑ — Хӗр