12833-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Авлансан хитре хӗр нумай, лайӑх арӑм сахал.

Чӑваш тӗнчи: Чӑваш халӑх каларӑшӗсем (2003) 100 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

11814Ача чухне — анне чӗччи лайӑх, авлансан — арӑм тути тутлӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
12341Ҫӑпата хитре пулмасан арӑм хитре пулмасть тет.Арҫын — Хӗрарӑм
8311Чипер те нумай, хитре те нумай, чун юратни пӗрре ҫех.Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх
12846Йӗкӗт чух сӑнпа хитри лайӑх, авлансан кӑмӑлӗпе лайӑххи аван.Авланасси — Качча каясси
12681Хӗр чух пурте хитре, алама арӑм ӑҫтан пулать-ши?Каччӑ — Хӗр
12313Начар арӑм упӑшкине кӑмака ҫинче вырттарать, лайӑх арӑм хӑваласа антарать.Арҫын — Хӗрарӑм
12284Лайӑх арӑм — ҫутӑ кун, япӑх арӑм — тӗттӗм каҫ.Арҫын — Хӗрарӑм