2028-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Кушак: «Хуҫа хӑй ҫинӗ, мана ҫитермес», — тесе элеклет Турра. Анчӑк калать тет: «Халь хӑй те ҫимен, хӑй ҫисен парать».

Месарош Д. Памятники старой чувашской веры (2000), 83 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

1836Йытӑ: «Ачи-пӑчи нумай пултӑр, мана кашни патак парать», — тет, кушак: «Ачи-пӑчи пӗттӗрччӗ, ачи-пӑчи пулмасан хуҫа ытларах мана юратать», — тесе калать тет.Йытӑ
12257Карчӑк ларнӑ ҫӗрте вилес пек колать тет, она хирӗҫ ыйтсан калать тет: «Клете хопны аса килчӗ халь», — тесе.Арҫын — Хӗрарӑм
12036«Хам ҫисессӗн, кӑшт ҫисен те тӑраннӑ пек туйӑнать», — тесе калать тет пӗчӗк ача.Атте-анне — Ача-пӑча
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
10439Сарса пар мана, ҫӗклесе хур мана, витсе пар мана, кайран эпӗ хамах ҫӳреп.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх