2532-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Ҫерҫи ӳсӗрӗлнӗ тет те месерле выртса: «Пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и, пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и», — тесе калать тет.

ЧПГӐИ ӐА, III, 2509, 8858, 96 с.

 

Пай: Ҫерҫи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

13680Усӗр ҫерҫи пӗлӗте тапса ҫурасшӑн пулнӑ тет.Тутӑ — Выҫӑ
3481Иртекен пӗлӗте тытса чараяс ҫук.Иртни — Пуласси
12961Киле май лаша та тапса туртать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
765Усал лаша хуҫине тапса вӗлернӗ тет.Ырӑ — Усал
1143Турӑ парсан тан тапнӑ пек тапса тухать.Турӑ — Шуйттан
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
11920Виҫӗ кунхи тиха пуртӑ аврине тапса хуҫнӑ.Атте-анне — Ача-пӑча