3084-мӗш ваттисен сӑмахӗ

«Эпӗ ирхинепе каҫхине хамӑн аслӑ пиччепе кӗҫӗн пиччерен ирттереп», — тесе калать тет пуш уйӑхӗ.

ТР, Аксу районӗ, Киреметпуҫ, А.А. Трофимовран ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
11309Аслине аслӑ ҫул, кӗҫӗннине кӗҫӗн ҫул.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11517Кӗҫӗннипе аслӑ пул, аслипе кӗҫӗн пул.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
12229Аслӑ кинӗн пушмакӗ кӗҫӗн кине юрамасть.Арҫын — Хӗрарӑм
2053«Этем ман пӑхӑма ҫиет», — тесе калать шӑши.Кушак — Шӑши