3170-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Хӗлле сивӗре шӑнсан йытӑ та ҫулла шӑмӑран пӳрт тӑвӑттӑм тесе калать.

Месарош Д. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуххи (1912), 10 с.

 

Пай: Ҫу — Хӗл

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

1849Йытӑ калать тет: «Хӗлле пулсан шӑмӑран пӳрт тӑваттӑмччӗ, ҫулла пулсан пӑртан пӳрт тӑваттӑм».Йытӑ
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
3102Ҫулла пуҫтар, хӗлле салат.Ҫу — Хӗл
3104Ҫулла сулхӑнра, хӗлле хӑнара.Ҫу — Хӗл
3107Ҫулла — хӗллешӗн, хӗлле — ҫуллашӑн.Ҫу — Хӗл