3273-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Шӑматкун кулакан вырсарникун макӑрнӑ тет.

ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (5), 1149 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

3260Тунтикун — Тунахви, ытларикун — Ыртахви, юнкун — Юспике, кӗҫнерникун — Кӗспике, эрнекун — Эрнепи, шӑматкун — Шӑмахви, вырсарникун — Вырсахви.Ҫӗр — Кун
3262Тунтикун — тутӑх кун, ытларикун — ырхан кун, юнкун — юнлӑ кун, кӗҫнерникун — кӗҫӗн кун, эрнекун — эрлӗ кун, шӑматкун — шӑнӑх кун, вырсарникун — вырхан кун.Ҫӗр — Кун
3274Шӑматкун пӗр тӗрлӗ ӗҫ, вырсарникун тепӗр тӗрлӗ ӗҫ.Ҫӗр — Кун
3261Тунтикун — тутар кунӗ, ытларикун — ирҫе кунӗ, юнкун— юнӑрт кунӗ, кӗҫнерникун — калмӑк кунӗ, эрнекун — чӑваш кунӗ, шӑматкун — еврей кунӗ, вырсарникун — вырӑс кунӗ.Ҫӗр — Кун
10309Ир юрлакан макӑрнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
8864Турӑ чӑваша тунӑшӑн виҫ талӑк макӑрнӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
3272Шӑматкун — кӗске кун.Ҫӗр — Кун