9218-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Саккӑрӑн авӑн ҫапма, ҫиччӗн ҫиме, иккӗн кӗрешме, пӗччен шухӑшлама аван.

Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 36 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

9162Иккӗн автан ҫиме, вун иккӗн авӑн ҫапма аван.Пӗчченли — Ушкӑнли
9164Иккӗн икерчӗ ҫиме аван тет, тӑваттӑн авӑн ҫапма аван тет.Пӗчченли — Ушкӑнли
10626Иккӗн икерчӗ ҫиме лайӑх, саккӑрӑн авӑн ҫапма лайӑх.Ӗҫлекен — Ҫиекен
9160Авӑн ҫапма улттӑн ҫӑмӑл, иккӗн икерчӗ ҫиме ҫӑмӑл.Пӗчченли — Ушкӑнли
7374Иккӗн икерчӗ ҫиме лайӑх, тӑваттӑн авӑн ҫапма лайӑх.Ӗҫлекен — Ҫиекен
9178Йышпа ӗҫ тума аван, пӗччен пыл ҫиме аван.Пӗчченли — Ушкӑнли
10648Ыраш ҫапма пиллӗкӗн лайӑх, кукли ҫиме иккӗн лайӑх.Ӗҫлекен — Ҫиекен