9276-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Арман чулӗ калтӑрт! тет, пуян укҫи шалтӑрт! тет.

Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, VI, 45 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

9277Арман чулӗ калтӑртӑк, пуян укҫи шалтӑртӑк.Пуянлӑх — Чуханлӑх
4729Хуйхӑ вӑл арман чулӗ пек пусать.Савӑнӑҫ — Хурлану
10799Парӑм — ӗнсе ҫинчи арман чулӗ.Паракан — Илекен
6201Арман чулӗ витӗр тухмасӑр ҫӑкӑр ҫӑвара кӗмест.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
6202Арман чулӗ ҫавӑрмассерен мелник валли пӗр чӗл ҫӑкӑрлӑх ҫӑнӑх тухать.Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи
12122Арӑм пӑтавкки ҫӗклесси — арман чулӗ ҫӗклесси.Арҫын — Хӗрарӑм
9410Пуян укҫи пуйтарать, ҫук ҫын укҫине пӗтерет теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх