9530-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Чухӑн калать: «Мӗскер ҫиес», пуян калать: «Мӗнпе ҫиес».

ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1136 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

5365Хуҫи калать арӑмне, арӑмӗ калать кӳршине, кӳрши — пӗтӗм тӗнчене.Сӑмах — Чӗнменлӗх
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
2958Кӗр калать: «Тӗртеп», — тет. Ҫур калать: «Чӗртеп», — тет.Ҫур — Кӗр
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
11343Ват ҫын пилне пӳсӗр ҫиес ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
979Ырӑ ҫыннӑн кӑмӑлӗ катса ҫиес сар ҫу пек.Ырӑ — Усал