Ҫур — Кӗр

 

3084«Эпӗ ирхинепе каҫхине хамӑн аслӑ пиччепе кӗҫӗн пиччерен ирттереп», — тесе калать тет пуш уйӑхӗ.Ҫур — Кӗр
2951Авӑн уйӑхӗнче эпӗ те пӗр, эсӗ те пӗр.Ҫур — Кӗр
2952Ака уйӑхӗнчи ыйхӑ — авӑн уйӑхӗнчи хуйхӑ.Ҫур — Кӗр
2953Васкаса килекен ҫуркунне вӑрӑма каякан.Ҫур — Кӗр
2954Кӗр аш юратать, ҫур сӗт тет.Ҫур — Кӗр
2955Кӗр йӗпи ҫуршӑн мар тет.Ҫур — Кӗр
2956Кӗр йӗпи ыраш калчине тет.Ҫур — Кӗр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
2958Кӗр калать: «Тӗртеп», — тет. Ҫур калать: «Чӗртеп», — тет.Ҫур — Кӗр
2959Кӗр кунӗ ҫич ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
2960Кӗр мӑнтӑр, палламасть.Ҫур — Кӗр
2961Кӗр мӑнтӑрӗнче аш ҫи теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2962Кӗр пӑтӑпа теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2963Кӗр пуйтарать, ҫур ҫухатать.Ҫур — Кӗр
2964Кӗр ҫитсен — пӑтӑ та кӗсел, ҫур ҫитсен — ахӑр та кӗҫен.Ҫур — Кӗр
2965Кӗр тултарать, хӗл салатать.Ҫур — Кӗр
2966Кӗр урлӑ каҫма ҫӑмӑл теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2967Кӗр хӗл каҫарать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2968Кӗр яланах пуян килет.Ҫур — Кӗр
2969Кӗрӗк ӑшӑтать, кӗр тӑрантарать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2970Кӗркунне вӗҫсе кайнӑ кайӑк ҫуркунне каялла таврӑнать.Ҫур — Кӗр
2971Кӗркунне выльӑх та качча каять.Ҫур — Кӗр
2972Кӗркунне кайӑксен те пӗсехи тутӑ.Ҫур — Кӗр
2973Кӗркунне какай, ҫуркунне серте тутлӑ.Ҫур — Кӗр
2974Кӗркунне кӑсӑя вӑхӑчӗ.Ҫур — Кӗр
2975Кӗркунне куракӑн купа.Ҫур — Кӗр
2976Кӗркунне сала кайӑкӑн та сӑра пур.Ҫур — Кӗр
2977Кӗркунне ҫара ҫерҫи те кӗреке уҫнӑ.Ҫур — Кӗр
2978Кӗркунне ҫук ҫын умӗнче те кӗреке.Ҫур — Кӗр
2979Кӗркунне тир кирлӗ, ҫуркунне пир кирлӗ.Ҫур — Кӗр
2980Кӗркунне туй вӑхӑчӗ.Ҫур — Кӗр
2981Кӗркунне тута пушӑ пулмасть.Ҫур — Кӗр
2982Кӗркунне шапа ҫех юрламасть.Ҫур — Кӗр
2983Кӗркури кӗтнипе кӗр килмест.Ҫур — Кӗр
2984Кӗрпе — Кӗпе, ҫурпа — ҫытма теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2986Кӗрпе — кӗрӗк, ҫурпа — ҫӗтек.Ҫур — Кӗр
2990Кӗрпе — улттӑн, ҫурпа — иккӗн.Ҫур — Кӗр
2985Кӗрпе кӗрӗк тӑхӑн, ҫурпа — сӑхман теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2987Кӗрпе пупӗ тет, ҫурпа иййе тет, ӑҫтан пурӑнма май пур тет.Ҫур — Кӗр
2989Кӗрпе ҫӗртет, ҫурта пӗтет.Ҫур — Кӗр
2988Кӗрпе тӑват уралли мантӑр та, ик уралли начар теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
2991Кӗрпе шӑши те автан яшки тунӑ.Ҫур — Кӗр
2992Кӗрте автан тукмакки тет.Ҫур — Кӗр
2993Кӗрте ҫӗнӗ юрӑ тет.Ҫур — Кӗр
2994Кӗрхи калчана кӗлете кӗртеймӗн.Ҫур — Кӗр
2995Кӗрхи каҫ кӑварлӑ.Ҫур — Кӗр
2996Кӗрхи кӑвакал самӑр пулать.Ҫур — Кӗр
2997Кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ тет.Ҫур — Кӗр
2998Кӗрхи ҫанталӑкӑн кӑмӑлӗ хуҫӑк.Ҫур — Кӗр
2999Кӗрхи ҫӑмӑн кӑчки пур.Ҫур — Кӗр