Ҫу — Хӗл

 

3136Хӗл сивви кӗрӗк ҫӗлеме вӗрентнӗ.Ҫу — Хӗл
3137Хӗл сивви купӑссӑрах ташлаттарать.Ҫу — Хӗл
3138Хӗл сивви ҫитсен кӑмака та ҫӑтмах.Ҫу — Хӗл
3139Хӗл сивви хӗр кулли мар.Ҫу — Хӗл
3140Хӗл сивви хӗҫ пек кастарать.Ҫу — Хӗл
3141Хӗл сивви шӑмма витет, сив сӑмах чуна витет.Ҫу — Хӗл
3142Хӗл сиввин хӑйӗн кӗвви.Ҫу — Хӗл
3143Хӗл сиввине вут хутса ӑшӑтма ҫук.Ҫу — Хӗл
3144Хӗл ҫитсен ҫул ҫӳресси хӗн.Ҫу — Хӗл
3145Хӗл тарҫа янӑ тет.Ҫу — Хӗл
3147Хӗл уйӑхӗ — улт уйӑх, ҫу уйӑхӗ — ҫич уйӑх.Ҫу — Хӗл
3146Хӗл уйӑхӗ — улт уйӑх.Ҫу — Хӗл
3148Хӗл хӗрӗх тӗслӗ.Ҫу — Хӗл
3150Хӗл хырамӗ — пуп хырӑмӗ, пуп хырӑмӗ — хӗл хырӑмӗ.Ҫу — Хӗл
3149Хӗл хырӑмӗ аслӑ теҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3151Хӗл хырӑмӗ пысӑк.Ҫу — Хӗл
3152Хӗл хырӑмӗ хӗлӗхсӗр.Ҫу — Хӗл
3153Хӗл хырӑмӗ хӗрӗх аршӑн.Ҫу — Хӗл
3154Хӗл хырӑмне тӑрантарма хӗн.Ҫу — Хӗл
3155Хӗле кӗрсен — саплӑк лартас тет, ҫӑва тухсан — капла та юрӗ тет.Ҫу — Хӗл
3159Хӗле хирӗҫ — хӗне хирӗҫ.Ҫу — Хӗл
3156Хӗле хирӗҫ вутӑ сыпӑла.Ҫу — Хӗл
3157Хӗле хирӗҫ кӑмака ҫи те хакланать.Ҫу — Хӗл
3158Хӗле хирӗҫ куланай.Ҫу — Хӗл
3160Хӗлӗн хырӑмӗ питӗ.Ҫу — Хӗл
3162Хӗлӗпшӗн ҫех хӗл килмест, Ҫумккашӑн ҫех ҫу килмест.Ҫу — Хӗл
3161Хӗлӗпшӗн ҫех хӗл килмест.Ҫу — Хӗл
3163Хӗлӗхсӗре хӗл сивӗ.Ҫу — Хӗл
3164Хӗлле вӗлле уҫмаҫҫӗ, ҫулла ҫуна кӳлмеҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3165Хӗлле кӑмпа ҫиес тесен ҫулла ӳркенес пулмасть.Ҫу — Хӗл
3166Хӗлле кӑмпа татма та, ҫырла татма та каймаҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3167Хӗлле кӗрӗкпе намӑс мар теҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3168Хӗлле кун таврӑнать, ҫулла ҫӗр таврӑнать.Ҫу — Хӗл
3169Хӗлле пытарни ҫуркунне палӑрать.Ҫу — Хӗл
3170Хӗлле сивӗре шӑнсан йытӑ та ҫулла шӑмӑран пӳрт тӑвӑттӑм тесе калать.Ҫу — Хӗл
3171Хӗлле тӑвассине ҫуллана ан хӑвар.Ҫу — Хӗл
3174Хӗлле хӗр ташлать.Ҫу — Хӗл
3172Хӗлле шӑнман кайӑк ҫулла хӗвел ӑшшине сисмен.Ҫу — Хӗл
3173Хӗлле шӑнни хӗвелпе тухать.Ҫу — Хӗл
3175Хӗлле юр шурӑ та, ҫиме хал ҫук теҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3176Хӗллехи вӑхӑт — хӑна вӑхӑчӗ.Ҫу — Хӗл
3178Хӗллехи каҫ — тӑрна сӑмси тӑршшӗ, ҫуллахи каҫ — тӑри сӑмси тӑршшӗ.Ҫу — Хӗл
3177Хӗллехи каҫ тӑрна сӑмси тӑршшӗ.Ҫу — Хӗл
3179Хӗллехи сивӗре пур кайӑк та ӗнтӗркет.Ҫу — Хӗл
3180Хӗллехи сивӗре тӑлӑп та тӑлӑххӑн ҫакӑнса тӑмасть.Ҫу — Хӗл
3181Хӗллехи тӑман — ҫуллахи ҫумӑр.Ҫу — Хӗл
3182Хӗллехи тум пулмасан ҫуллахи тума тавӑрса тӑхӑнаймӑн.Ҫу — Хӗл
3183Хӗллехи хӗвел ҫуллахи ҫур хӗвеле те тӑмасть.Ҫу — Хӗл
3184Хӗллехи хӗвел хевтесӗр.Ҫу — Хӗл
3185Хӗллехи хӗвелӗн ӑшши ҫук.Ҫу — Хӗл