| 9211 | Пӗччен ҫын вӑрманти упапа пӗрех. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 4975 | Пӗччен ҫынна йытти те хӳрипе ҫапнӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9212 | Пӗччен ҫынна кушак та иртсе ҫӳренӗ чухне хӳрипе ҫапса хӑварать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9213 | Пӗччен ҫынна шӑши те хӳрипе ҫапса кӳрентерет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9214 | Пӗччен ҫыннӑн алӑ ҫитмест. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9215 | Пӗччен хӑмӑл кӗлте пулас ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9216 | Пӗччен хырӑм пӗрчӗпе те тӑранать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9218 | Саккӑрӑн авӑн ҫапма, ҫиччӗн ҫиме, иккӗн кӗрешме, пӗччен шухӑшлама аван. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9219 | Ҫӗр ҫӗклес пек хӑват халӑхра. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9220 | Ҫӗр ҫын вӗрсен капан тӳнет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9221 | Ҫӗр ҫын мухтасан ҫӗр тенке ҫитет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9222 | Ҫиччӗн пӗр ҫынна кӗтмеҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9223 | Ҫынпа пӗрле инҫе ҫул та ҫывӑх. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9224 | Ҫынпа пӗрле ҫиле май. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9225 | Ҫынпа пӗрле ҫын пек пулас пулать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9226 | Ҫынпа пӗрле тамӑкра та хӑруш мар. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9227 | Ҫынпа ҫын пурӑнать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9228 | Ҫынсӑр ҫын мар, йытӑ та пурӑнаймасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9229 | Тӑвӑр пулсан та пӗрлех лайӑх. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9230 | Тӑр пӗччен пурӑнакан тӑрна пулнӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9231 | Ултӑ алӑ ултта тӑрать, икӗ алӑ икке тӑмасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9232 | Упа пӗччен пурӑнать, этем йышпа пурӑнать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9233 | Халӑх вылянсан тӗнче пӑсӑлать теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9234 | Халӑх выртсан вырт пах-пах, халӑх тӑрсан тӑр пах-пах. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9235 | Халӑх ӗҫне пӗр ҫын тӑваймасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9236 | Халӑх ӗҫне усал ҫын малтан тухсан телей пулмасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9237 | Халӑх ирекӗ — Турӑ ирӗкӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9238 | Халӑх кӑмӑлне юрама тӑрӑш теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9240 | Халӑх сурать — кӳл тӑвать, пӗччен сурать — типсех пырать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9239 | Халӑх сурать — кӳл тӑвать; пӗччен сурас — мӗн тӑвас? теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9241 | Халӑх сурсан кӳлӗ тӑвать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9242 | Халӑх ҫинче хал ӳсет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9243 | Халӑх тилхепине алӑра хытӑ тытас пулать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9244 | Халӑх тытӑнсан тем те туса хурӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9245 | Халӑх хушшинче ӗҫлекен ырӑ илтмест. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9246 | Халӑх хушшинче упа та ташлама вӗренет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9247 | Халӑх шавкӑнӗ час чарӑнмасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9248 | Халӑх шӑв-шавӗ пӗр тӗслӗ, шӑв-шав сӑмахӗ ҫӗр тӗслӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9249 | Халӑха юрани Турра та юрӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9250 | Халӑхпа вӗрсен хапха уҫма пулать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9251 | Халӑхпа пӗрле пурте ырӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9252 | Халӑхпа пур ӗҫ те пулать, пӗччен ним те пулмасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9253 | Халӑхпа тӳсен, пӗччен перӗнсе ӳкен. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9254 | Халӑхран ан уйрӑл, халӑха ер. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9255 | Халӑхран йӗп те пытараймӑн. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9256 | Халӑхран уйрӑм ан пул. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9257 | Халӑхсӑр пасар ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9258 | Хӑрах ҫын утти вӑрах. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9259 | Хура халӑх пӗр пулсан хура ҫӗр ҫинче кимӗ шӑвать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9260 | Хура халӑх та патша ӗҫкӗ-ҫикинчен ырӑ курнӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |