| 9525 | Хупах еннелле ҫул тытсан пуян ҫын та ҫука юлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9526 | Чуна асап кӳмесӗр чухӑнлӑхран тухма ҫук. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9527 | Чухӑн выҫӑпа вилет, пуян иртӗхсе вилет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9528 | Чухӑн ӗни — качака. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9529 | Чухӑн ӗнси ҫӑка тирӗ: кам ӳркенмест, ҫав сӗвет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9530 | Чухӑн калать: «Мӗскер ҫиес», пуян калать: «Мӗнпе ҫиес». | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9531 | Чухӑн пуҫне сыхлать, пуян мулне сыхлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9532 | Чухӑн пӳртри пачӑшкӑпа картара вӑрҫать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9533 | Чухӑн ҫукран ахлатать, пуян пуртан алхасать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9534 | Чухӑн ҫын вӑл нихӑҫан та ҫынпа пӗрле йӗреймест; йӗркелесе ҫӳрин те, сӗтел ӑшне кӗреймест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9535 | Чухӑн ҫын вилсен пуп та чирлесе ӳкет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9536 | Чухӑн ҫын ӗмӗрӗ ӗмӗтленсех иртсе каять. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9537 | Чухӑн ҫын кӗрӗкӗ йытӑ вӗрнипех ҫӗтӗлет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9538 | Чухӑн ҫын пурнӑҫӗ — хирти мулкач пурнӑҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9539 | Чухӑн ҫын савӑнӑҫӗ ҫерҫи сӑмсинчен те кӗскерех. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9540 | Чухӑн ҫын сӑхманӗ аркине касса пилӗкне саплать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9541 | Чухӑн ҫын тарӗпе чунсӑрсем пуяҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9542 | Чухӑн ҫын телейӗ чул айӗнче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9543 | Чухӑн ҫын укҫине пуп та шутласах тӑрать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9544 | Чухӑн ҫын чӑнлӑхӗ чӑтлӑхра ҫӗтнӗ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9545 | Чухӑн ҫын ылтӑнӗ йӗм тӗпӗнче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9546 | Чухӑн ҫынна Турӑ каҫарать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9547 | Чухӑн ҫыннӑн куҫӗ пысӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9548 | Чухӑн ҫыннӑн тирӗ хулӑн тенӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9549 | Чухӑн ҫыннӑн чӑххи пуян ҫыннӑн куҫне кӑркканӑн курӑннӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9550 | Чухӑн ҫынпа тӗнче тулнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9551 | Чухӑн ҫыншӑн яланах кӗҫӗн кун, пуяншӑн яланах Мӑнкун. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9552 | Чухӑн хӗрӗ пулсан та, пуҫа усса тӑрас мар. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9553 | Чухӑн хӗрӗн ҫӳпҫи шӑтӑк теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9554 | Чухӑн ылханни пуяна ҫитмест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9555 | Чухӑн этем чух ҫӳрет теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9556 | Чухӑна ҫӑкӑр ҫитмен, пуяна пурлӑх ҫитмен. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9557 | Чухӑнӑн ӑҫта ҫитсен те ӗҫӗ кутӑн тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9558 | Чухӑнӑн вӑрлӑхӗ — ясмӑк, ани лаша масарӗ хыҫӗнче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9559 | Чухӑнӑн кӗсри хӑмламан, пуянӑн ӑйӑрӗ хӑмланӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9560 | Чухӑнлӑх намӑс мар. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9561 | Чухӑнпа чухӑн пӗрлешсен кӗлмӗҫ ҫуралать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9562 | Ыйтаймасӑр ҫӳрен ыйткалакан выҫса вилнӗ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9563 | Ыйтакан нумай, паракан сахал. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9564 | Ыйтакана ыйтнинчен ытлашши калама хушман. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9565 | Ыйткалакан хутаҫне тултараймӑн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9566 | Ыйткалакана полӑшсан сӑвап полать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9567 | Ыйткалаканӑн арки ҫинче пӗрер ывӑҫ ҫӑнӑх пулсан т… тӑрса тӑкать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9568 | Ыйткаласа ҫӳренипе ырӑ ят тупаймӑн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9569 | Ыйтма ҫылӑх мар, ыйтмасӑр илме ҫылӑх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9570 | Ылтӑн-кӗмӗл пуянтан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9571 | Эсрел валли чун ҫитмест, пуян валли мул ҫитмест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9572 | Юрла ҫын ӗмӗчӗ юрпа витӗнет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9573 | Юрлӑ ҫын юлашки чӑххине пусса панӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9574 | Юрлӑ этем пуяна юрайман тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |