| 11548 | Ҫамрӑк ҫерҫи ҫӑханран та хӑраман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11549 | Ҫамрӑк ҫӗклейменнине ватӑ та йӑтаймӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11550 | Ҫамрӑк ҫӗмӗрет, ватти тӳрлетет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11551 | Ҫамрӑк ҫын ӑсӗ ҫилсӗр ҫанталӑкри арман пекех. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11552 | Ҫамрӑк ҫын пурнӑҫӗ ура пусман ҫул пекех. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11553 | Ҫамрӑк ҫын хуйхи часах сирӗлет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11554 | Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫамрӑк ӑс. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11555 | Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫул такӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11556 | Ҫамрӑк тӑрна ҫӳллӗ вӗҫрӗ, ватти аяла ларчӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11557 | Ҫамрӑк ӳтре юн вылять, ҫамрӑк куҫра хӗр вылять. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11558 | Ҫамрӑк хӗрсем пулмасан ваттине те пуҫҫапӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11559 | Ҫамрӑк хулӑ авӑнать, ватӑ хулӑ хуҫӑлать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11560 | Ҫамрӑк чун — иҫӗм, ӗмӗчӗ — ҫиҫӗм. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11561 | Ҫамрӑк чун ҫылӑхсӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11562 | Ҫамрӑк чуна Пӳлӗх упрать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11563 | Ҫамрӑк чухне выляса юл, ӳкӗнӗҫе ан юлтӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11564 | Ҫамрӑка чармасан ватта вӑй килет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11565 | Ҫамрӑкӑн алли ҫирӗп, ваттин пуҫӗ ҫирӗп. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11566 | Ҫамрӑкӑн ӑс сахал, ваттин вӑй сахал. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11567 | Ҫамрӑкӑн ҫамки таса теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11568 | Ҫамрӑкӑн тӗкӗ ҫӑмӑл: ӑҫталла ҫил, вӑл та унталла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11569 | Ҫамрӑкки ҫиҫӗм ҫиҫтерет, ватти аслати авӑттарать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11570 | Ҫамрӑккине ӗҫе чӗн, ваттинчен ӑс ыйт. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11571 | Ҫамрӑкла авӑнни ватӑлсан усса пырӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11572 | Ҫамрӑкла ӑс кӗмесен ватлӑхра ӑс кӗрес ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11574 | Ҫамрӑкла вӗренни ҫамка айне ҫырӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11575 | Ҫамрӑкла ӗҫрен юлакан ватӑлла ӗҫе тухать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11576 | Ҫамрӑкла пур-ҫук ҫинчен шутлакан пурнӑҫ тӑвать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11577 | Ҫамрӑкла пуҫтарни ватлӑхра саланать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11578 | Ҫамрӑкла савӑнманнине ватӑлсан нумаях савӑнаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11579 | Ҫамрӑкла ҫухатнине ватлӑхра та тупаймӑн тенӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11580 | Ҫамрӑкла тӑна кӗмесен ватӑлсан тӑна кӗме питӗ хурлӑх. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11581 | Ҫамрӑкла шӑмӑ кӑшла, ватӑлсан кӗсел ҫи. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11584 | Ҫамрӑклӑх — хӑналӑх. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11582 | Ҫамрӑклӑх мӑн ҫулпа килет, вак ҫулпа иртсе каять. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11583 | Ҫамрӑклӑх ҫичӗ ҫунатлӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11585 | Ҫамрӑксен ҫамрӑк йӑли, ватӑсен ватӑ йӑли. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11586 | Ҫамрӑксен ҫӑмӑлттайлӑхӗ — ваттисене йывӑр пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11587 | Ҫамрӑксен шухӑшӗ ҫиле май. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11588 | Ҫӑмӑл ача ҫӑм тапать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11589 | Ҫӗтӗк карчӑк ҫынна вӗлерет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11590 | Ҫӗтӗк пулсан та кӗрӗк, ватӑ пулсан та карчӑк. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11591 | Ҫивӗч пуртӑ час катӑлать, ҫивӗч ҫын час ватӑлать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11592 | Ҫилленекен ҫын час ватӑлать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11593 | Ҫирӗмпе вӑтӑр ҫул хушшинче ҫулсем чупаҫҫӗ, вӑтӑрпа хӗрӗх ҫул хушшинче вӗҫеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11594 | Ҫитӗнме лайӑх, ватӑлма япӑх. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11595 | Ҫитӗнме мӗнле — ватӑлма та ҫавах. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11596 | Ҫу кунӗнче карчӑкӑн кӑмака ҫинче кутне тӑм илнӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11597 | Ҫын мӗн чухлӗ ватӑлса пырать, намӑсӗ ҫавӑн чухлӗ чакать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11598 | Тепӗр ватӑ ҫамрӑкран ирттерет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |