| 12026 | Тӑлӑхӑн хырӑмӗ тӑххӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12027 | Тӑлӑхпа тӑлӑхӑн тӗлӗ пур. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12028 | Тӑлӑххӑн пуранма — куҫҫуль тӑкма. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12029 | Тӑлӑххӑн пурӑнни — куҫҫуль тӑкни. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12030 | Турӑ епле ҫынсене тытса тӑрать, ашшӗ ачисене Турӑ пекех тытса тӑрать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12031 | Турӑ ҫынсене юратнӑ пек, ашшӗ ачисене юратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12032 | Тыра пулмасан пӗр ҫуллӑх кӑна хуйхӑ, ывӑл-хӗр ӑнмасан ӗмӗрлӗх хуйхӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12033 | Уйри юман тӑлӑхлӑ, ялта тӑлӑх тӑлӑллӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12034 | Усал ашшӗ-амӑш хыҫҫӑн кайсан ачисене йывӑрлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12037 | Хам ӳстернӗ ачам-пӑчамран усал сӑмах ан илтем теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12038 | Хамӑн мулӑм мул та мар, атте мулӗ шел те мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12039 | Харпӑр хӑй ачи-пӑчи хӑйӗнчен ытлашши мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12040 | Хӑҫан ачасем усал амӑшпе, ун чухне шӑлкӑ; хӑҫан ачасем усал ашшӗпе, ун чухне амӑшне вилӗм. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12041 | Хӗвел ҫинче ӑшӑ, анне ҫумӗнче хӑтлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12042 | Хӗненипе ача нихҫан та ӑслӑ пулмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12043 | Хӗпӗртемелле мар аписӗр, аписӗр тата апат тӑвакансӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12045 | Хӗр ҫуралсан кӗмӗл теҫҫӗ, ывӑл пулсан — ылтӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12046 | Хӗр усриччен вӑр усра. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12044 | Хӗрача амӑшӗ ҫумне ҫыпӑҫать, арҫын ача ашшӗ ҫумне ҫыпӑҫать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12047 | Хӗре ачаш усрасан ашшӗ-амӑшне намӑс кӳрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12048 | Чарусӑр ача ашшӗ-амӑш ҫӳҫне шуратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12049 | Чарусӑр ачана пысӑкрах чукмар кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12050 | Ывӑл ҫуралсан ашшӗне пулӑшакан ҫуралчӗ, хӗрача ҫуралсан амӑшне пулӑшакан ҫуралчӗ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12051 | Ытараймасӑр ачине килӗ ҫине хурса тӳнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12052 | Эрнери ачан сӑн кӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12054 | Этем ывӑлӗ-хӗрӗ йӑкӑл-якӑл ҫын хыҫҫӑн ан кайтӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12055 | Этем ывӑлӗ-хӗрӗ ытла мӑнӑланса ан пурӑнтӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12056 | Юратнӑ ача-пӑча час вилет теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12059 | Ют ача — кашкӑр ҫури. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12058 | Ют ача апат патне пырсан сӑмсинчен юн аннӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12060 | Ют ачана — сӑмахпа, ху ачуна — хулӑпа. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 12061 | Ялне кура йытти, халӑхне кура ачи. | Атте-анне — Ача-пӑча |