| 1935 | Ускӑн йыттӑн усси ҫук, вӗрме тӑрсан вӗрни ҫук. | Йытӑ | 
| 2322 | Ут иртӗхни тихана йывӑр. | Ут — Лаша | 
| 2323 | Ут капантан хӑрамасть. | Ут — Лаша | 
| 2324 | Ут капантан хуйхӑрмасть, йытӑ шӑмӑран хуйхӑрмасть. | Ут — Лаша | 
| 2325 | Ут кӳлнӗ чух ӗне савӑнса тӑрать тет. | Ут — Лаша | 
| 2326 | Ут ҫинче — выртса пӑх, ҫуран — тӑрса пӑх. | Ут — Лаша | 
| 2327 | Ут ҫухалсан нӑхтипе хыҫҫӑн ут. | Ут — Лаша | 
| 2329 | Ут та вӑйран кайса туртмасть. | Ут — Лаша | 
| 2330 | Ут таканланӑ чух шапа та урине тӑснӑ тет. | Ут — Лаша | 
| 2328 | Ут тӑвать те, вӑкӑр ҫиет. | Ут — Лаша | 
| 2331 | Ут туртмасан урапа кусмасть. | Ут — Лаша | 
| 2332 | Ут усрама утӑ кирлӗ. | Ут — Лаша | 
| 2333 | Ут хӳри кӗпҫеллӗ. | Ут — Лаша | 
| 2348 | Ут-тум сывӑ пулсан ҫитес ҫӗре ҫитме пулӗ. | Ут — Лаша | 
| 2334 | Ута пӑхакан ҫуран ҫӳремен, ватта пӑхакан выҫӑ ҫӳремен. | Ут — Лаша | 
| 2335 | Ута шӑл пӑхса илеҫҫӗ, хӗре куҫран пӑхса илеҫҫӗ. | Ут — Лаша | 
| 2336 | Утлӑ ҫынна ут хаклӑ, ясар ҫынна кут хаклӑ. | Ут — Лаша | 
| 2338 | Утна йосо ҫитер, хӑвнах ларса тухма йосо пулӗ. | Ут — Лаша | 
| 2337 | Утна кура урапа ту. | Ут — Лаша | 
| 2339 | Утна пар та ҫуран ут. | Ут — Лаша | 
| 2340 | Утна яр та ҫуран кус теҫҫӗ. | Ут — Лаша | 
| 2341 | Утне кура турти. | Ут — Лаша | 
| 2342 | Утне пӑхан ҫулта выртман, ҫынна пӑхан тулта выртман. | Ут — Лаша | 
| 2343 | Утне ҫитмен туртине. | Ут — Лаша | 
| 2344 | Утсӑр ҫынна ут таптамасть. | Ут — Лаша | 
| 2345 | Утсем нумай та, урхамахсем пит сахал. | Ут — Лаша | 
| 2347 | Утҫӑм лайӑх тесе каҫа ан юл: утҫу тӑра юлӗ ҫул ҫине. | Ут — Лаша | 
| 2346 | Утҫӑм лайӑх тесе ҫула ан тух, сар ылтӑн пек пуҫна ҫухатӑн. | Ут — Лаша | 
| 2349 | Учӗ йосо та чуман, йосо хуса та вӗренмен. | Ут — Лаша | 
| 2694 | Ӳпре мӑйне касма хӗҫ кирлӗ мар. | Ӳпре | 
| 2695 | Ӳпре тапнипе ҫут тӗнче ӳпӗнсе ларас ҫук. | Ӳпре | 
| 2696 | Ӳпре эрлени эрешмене эрлӗх мар. | Ӳпре | 
| 2697 | Ӳпрен ӗмӗрӗ икӗ эрне. | Ӳпре | 
| 2698 | Ӳпрен ӳкӗнес йӑли ҫук. | Ӳпре | 
| 2699 | Ӳпрешӗн ӳпле те, хӳшӗ те кирлӗ мар. | Ӳпре | 
| 1735 | Ӳркӳҫ вӑкӑр пӗр ҫул чӗкӗрнӗ. | Вӑкӑр | 
| 2540 | Хӑмла вӑрри ҫӑтсан ҫерҫи арслан кайӑка тапӑнать тет. | Ҫерҫи | 
| 1503 | Хӑмла йывӑҫ тӑррине улӑхтарса лартать. | Йывӑҫ—курӑк | 
| 1504 | Хӑмла этемӗн курӑнми тӑшманӗ. | Йывӑҫ—курӑк | 
| 2700 | Хӑнкӑла пур тесе ҫуртна чӗртсе ан ҫунтар. | Хӑнкӑла | 
| 2701 | Хӑнкӑла тирӗнчен атӑ ҫӗлеймӗн. | Хӑнкӑла | 
| 2702 | Хӑнкӑла ют ҫӗре те часах хӑнӑхать. | Хӑнкӑла | 
| 2703 | Хӑнкӑлана юн пултӑр. | Хӑнкӑла | 
| 1936 | Хӑравҫӑ йыттӑн хӳри шавах пӗҫ хушшинче. | Йытӑ | 
| 2679 | Хӗвре ӑшӑтса усранӑ ҫӗлен пуринчен те наркӑмӑшлӑрах пулать. | Ҫӗлен | 
| 2680 | Хӗвре ӳснӗ ҫӗлен пуҫа ҫиет. | Ҫӗлен | 
| 1937 | Хӗрлӗ йӑт та ҫыртать, шурӑ йӑт та ҫыртать. | Йытӑ | 
| 1557 | Хир варринче ан хирӗл, хир ҫилленме пултарать. | Вӑрман — Хир | 
| 1558 | Хир варринчи вут ҫутине пытарма ҫук. | Вӑрман — Хир | 
| 1559 | Хир варринчи ҫиле хуса ҫитеймӗн. | Вӑрман — Хир |