Йывӑҫ—курӑк

 

1625Ватӑ юман — асатте, пысӑк юман — атте.Юман
1535Вӑрман — ял хӳтлӗхӗ.Вӑрман — Хир
1505Вӑрман аслӑ та, йывӑҫсем пӗр пек мар.Вӑрман — Хир
1506Вӑрман варринче пуртӑ аврилӗх йывӑҫ пулатех.Вӑрман — Хир
1507Вӑрман варринчи йывӑҫ яштака пулать.Вӑрман — Хир
1508Вӑрман ватнӑшӑн хытӑ ҫилленет тет.Вӑрман — Хир
1509Вӑрман вӑл мӑрса мар, ун ҫине шанма пулать.Вӑрман — Хир
1510Вӑрман вӑрри вӑрӑ мар.Вӑрман — Хир
1511Вӑрман вӑррине хӗрхенсен йывӑҫ сайра тесе ан кулян.Вӑрман — Хир
1512Вӑрман витӗр тухса арӑмне хӗнеме туя тупман.Вӑрман — Хир
1513Вӑрман ӗҫӗ вӑйран ярать.Вӑрман — Хир
1514Вӑрман ӗҫӗ тумтире ҫӗтет.Вӑрман — Хир
1515Вӑрман йӑви — таркӑн йӑви.Вӑрман — Хир
1516Вӑрман кайӑкӗ вӑрманта аташмасть.Вӑрман — Хир
1517Вӑрман кайӑкӗ ир вӑранать.Вӑрман — Хир
1518Вӑрман кайӑкне хӑвалӑхпа тӗлӗнтереймӗн.Вӑрман — Хир
1519Вӑрман кайӑксӑр пулмасть.Вӑрман — Хир
1520Вӑрман касма вӑй кирлӗ.Вӑрман — Хир
1521Вӑрман каснӑ ҫӗрте турпас ӳкмесӗр пулмасть.Вӑрман — Хир
1522Вӑрман нихҫан та пушӑ ямасть.Вӑрман — Хир
1523Вӑрман пек пуянни ҫук, ун пек асли ҫук.Вӑрман — Хир
1524Вӑрман пуян, пушӑлла ан тух.Вӑрман — Хир
1525Вӑрман пуян, уй аслӑ.Вӑрман — Хир
1526Вӑрман сывлӑшӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ.Вӑрман — Хир
1527Вӑрман ҫулӗ — йывӑр ҫул.Вӑрман — Хир
1528Вӑрман ҫулне пӗлмесен ҫурт ӑшӑнса кураймӗ.Вӑрман — Хир
1529Вӑрман ҫур тӑлӑп теҫҫӗ.Вӑрман — Хир
1530Вӑрман ҫынни вӑйланать.Вӑрман — Хир
1531Вӑрман ҫынни вӑрӑм ӗмӗрлӗ.Вӑрман — Хир
1541Вӑрман тӑрри тикӗс.Вӑрман — Хир
1532Вӑрман халӑхӗ выҫӑ мар.Вӑрман — Хир
746Вӑрман хӑлхаллӑ, уй куҫлӑ.Вӑрман — Хир
1533Вӑрман хӑлхаллӑ, хир куҫлӑ.Вӑрман — Хир
1534Вӑрман шывӗ ҫуркунне те тӑрӑ юхать.Вӑрман — Хир
1536Вӑрмана вут тиесе каймаҫҫӗ.Вӑрман — Хир
1538Вӑрмана кайсан кайӑк сасси илтмесӗр ҫук.Вӑрман — Хир
1539Вӑрмана каякан пурттине хӑйӗнчен хӑвармасть.Вӑрман — Хир
1537Вӑрмана кӗрсен тутар пӳртне кӗнӗ пек теҫҫӗ.Вӑрман — Хир
1540Вӑрмана ҫӗлӗкпе хуплаймӑн.Вӑрман — Хир
1542Вӑрманӗ пулсан касас текен тупӑнӗ.Вӑрман — Хир
1543Вӑрманта арӑмне хӗнеме хулӑ тупайман.Вӑрман — Хир
1453Вӑрманта йывӑҫ мӗн ҫитӗнет, хӑрса, ӳксе, ҫӗрсе пӗтичченех олшӑнмасть; мӗнле кокӑр ҫитӗннӗ, ҫавӑ кокӑр тӳрленмест тенӗ.Йывӑҫ—курӑк
1544Вӑрманта йывӑҫ нумай та, юман паллӑрах тенӗ.Вӑрман — Хир
1545Вӑрманта йывӑҫ тупайманнине килте тупнӑ.Вӑрман — Хир
1546Вӑрманта кашкӑр пулать, ялта куштан пулать.Вӑрман — Хир
1547Вӑрманта кирек мӗн тусан та ҫылӑх ҫук.Вӑрман — Хир
1548Вӑрманта пурӑннӑскер ялта ҫӗтет.Вӑрман — Хир
1549Вӑрманта пурӑнсан тунката та юлташ.Вӑрман — Хир
1550Вӑрмантан туясӑр ан кил.Вӑрман — Хир
1551Вӑрманти вӑрманалла.Вӑрман — Хир