Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

1621Хурӑн хуппинчен хут пулмасть.Хурӑн
1622Хурӑн шурӑ та, тикӗчӗ хура.Хурӑн
1623Хурӑн шывӗ шерпет пек, хамӑр тӑван ылтӑн пек.Хурӑн
1624Хурӑнлӑх ҫулӗ — хурлӑх ҫулӗ.Хурӑн
2590Хурпа пӗрлешнӗ кӑвакал хур курнӑ.Хур
2714Хурт амисӗр хурт йышӗ те саланать.Пыл хурчӗ
2715Хурт сӑхасран хӑрасан утар тытса кураймӑн.Пыл хурчӗ
2716Хурт ҫӗмӗрни нихҫан та каҫмасть.Пыл хурчӗ
2717Хурт таврашне хунт илсен те ҫылӑх ҫук.Пыл хурчӗ
2718Хурт-хӑмӑртан пурне те телей паман.Пыл хурчӗ
2719Хуртне хур тумасӑр пылне ҫиме ҫук.Пыл хурчӗ
2591Хурчӑка ҫук чухне ҫерҫи те паттӑр.Хурчка
2592Хурчӑка ҫӳлте вӗҫет, усал ҫын вӑрра ҫӳрет.Хурчка
2594Хурчӑка та хӑй чӗппине хӑй тытса ҫимест.Хурчка
2593Хурчӑка тӗлӗкре те чӗп сыхлать.Хурчка
2595Хурчӑка тӳпи хур чӗппине лекес ҫук.Хурчка
2596Хурчӑка чӗп тиркемест.Хурчка
2597Хурчӑкана хӑв, тӑманаран тӗк татса ил.Хурчка
2598Хурчӑкана чӑх чӗппипе хӑратаймӑн.Хурчка
2720Хурчӗ усал та, пылӗ тутлӑ.Пыл хурчӗ
2599Чаваланнӑ чавка тутӑ пулнӑ.Чавка
2600Чавкашӑн — чавка йӑли лайӑх, чакакшӑн — чакак йӑли лайӑх.Чавка
2601Чакак ӑсӗпе чапа тухаймӑн.Чакак
2602Чакак патша хӗр утнине утас тесе хӑй уттине маннӑ.Чакак
2603Чакак пуҫне чӗлхи тӗп тӑвать.Чакак
2604Чакак ҫӑварӗнче чарак ҫук.Чакак
2606Чакак чӗлхине пула чапа тухнӑ.Чакак
2607Чакак чӗпписем анчах пурте пӗр пек пулаҫҫӗ.Чакак
2605Чакак, чакак чакалать, чакалать те кӑларать.Чакак
2608Чакакӑн мӗн пурӗ те пӗр юрӑ кӑна.Чакак
2609Чакакӑн пӗр сӑвӑ, ухмахӑн пӗр юрӑ.Чакак
2610Чакакӑн чӗлхи хӳринчен те вӑрӑм.Чакак
2611Чакаксем пур ҫӗрте те ула пулаҫҫӗ.Чакак
2612Чакӑ ҫырми — чаканлӑх, пирӗн пурнӑҫ — хӑналӑх.Чакак
1960Чӑрӑшран вӑрӑм йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук.Качака
2373Чӑх айне мӑшӑр ҫӑмарта.Чӑххи — Ҫӑмарти
2374Чӑх асӑрхаманнине автан та курмасть.Чӑххи — Ҫӑмарти
2375Чӑх йӑви ҫумӗнче шӑхӑрмаҫҫӗ.Чӑххи — Ҫӑмарти
2376Чӑх кӑтӑкламасан вӑл ҫӑмарта тунине кам пӗлтӗр?Чӑххи — Ҫӑмарти
2377Чӑх кутӗнчи ҫӑмартана ан шутла.Чӑххи — Ҫӑмарти
2378Чӑх пулса пурӑниччен автан пулса ҫӗре кӗрес.Чӑххи — Ҫӑмарти
2381Чӑх ҫӑмарта тӑвать — тӗнче пӗлет, тӗве хӑмлать — никам та пӗлмест.Чӑххи — Ҫӑмарти
2379Чӑх ҫӑмарти чӑх сыхлать.Чӑххи — Ҫӑмарти
2380Чӑх ҫӑмартине пысӑккӑн ҫинине юратмасть тет.Чӑххи — Ҫӑмарти
2382Чӑх та ӗҫмесӗр пурӑнмасть.Чӑххи — Ҫӑмарти
2383Чӑх та ҫӑмартине пӗрерӗн анчах тӑвать.Чӑххи — Ҫӑмарти
2384Чӑх тӑнӗпе тӗнче тытаймӑн.Чӑххи — Ҫӑмарти
2385Чӑх тӗлӗкре те пӗрчӗ сӑхать.Чӑххи — Ҫӑмарти
2386Чӑх хырӑмне тем те кӗрет.Чӑххи — Ҫӑмарти
2387Чӑх чӗппин те чӗри пур.Чӑххи — Ҫӑмарти