1944 | Кач такинӗн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
1945 | Качака ӑсӗ ҫиллинче тет. | Качака |
1946 | Качака купӑста касма ӑста, сысна паранкӑ кӑларма ӑста, кушак хуран тасатма ӑста. | Качака |
1947 | Качака сӗтне тутанса пӑхсан карчӑка та каччӑ шухӑшӗ килсе кӗнӗ тет. | Качака |
1948 | Качака сутнӑ чух васкама хушман. | Качака |
1949 | Качака хӳре тӑратсан сурӑх та хӳре тӑратать. | Качака |
1950 | Качакан макӑрасси, хӗрӗн куласси. | Качака |
1951 | Качакан сухалӗ вӑрӑм та, ӑсӗ сахал. | Качака |
1952 | Качакана купӑста ҫитмен, пупа прихут ҫитмен. | Качака |
1953 | Качакана купӑста шанса памаҫҫӗ. | Качака |
1954 | Качакана кушак тӗлӗкӗ курӑнмасть. | Качака |
1955 | Качаканӑн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
1956 | Качакапа салтакӑн пӗр ҫул тет. | Качака |
1957 | Качаки ӑҫта, каҫтаки те унта. | Качака |
1958 | Кӑпчанкӑран усал йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук. | Качака |
1959 | Купӑстана вӗреннӗ качака мӑйракасӑр тӑрса юлнӑ. | Качака |
1960 | Чӑрӑшран вӑрӑм йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук. | Качака |