1573 | Йӑмра пӗкӗ авӑнмасть, турта ҫумне ҫыпӑҫмасть. | Йӑмра |
1574 | Йӑмра ҫулҫи йӑмра ҫинче илемлӗ. | Йӑмра |
1575 | Йӑмра ялта ӳсет, ҫирӗк — ҫырмара. | Йӑмра |
1577 | Йӑмра яштака мар, лаштрака ӳсет. | Йӑмра |
1578 | Йӑмралӑхра курак та ҫӑвар тулли кӑшкӑрать. | Йӑмра |
1579 | Йӑмран улми пулас ҫук, пулсассӑн та ҫиме юрас ҫук. | Йӑмра |
1576 | Йӑмран улми пулас ҫук. | Йӑмра |
1580 | Йӑмраран — йӑмра, павраран — павра. | Йӑмра |
1581 | Йӑмрасӑр ял та хир. | Йӑмра |
1823 | Йӑпӑлти йытта йытӑ ҫыртмасть. | Йытӑ |
1824 | Йӑтӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ. | Йытӑ |
1825 | Йӑтти хӳрине хушать, хӳри урине хушать. | Йытӑ |
1826 | Йӳтенӗ йытӑ йӳҫлӗхри тӗтрене те вӗрет. | Йытӑ |
1462 | Йывӑҫ — ҫимӗҫӗпе, этем — ӗҫӗпе. | Йывӑҫ—курӑк |
1454 | Йывӑҫ варринчен ҫӗрет. | Йывӑҫ—курӑк |
1455 | Йывӑҫ вулли турат пирки кулянмасть. | Йывӑҫ—курӑк |
1456 | Йывӑҫ каснӑ ҫӗрте турпасӗ сирпӗнетех. | Йывӑҫ—курӑк |
1457 | Йывӑҫ каснипе вӑрман пӗтмест. | Йывӑҫ—курӑк |
1459 | Йывӑҫ лартса ӳстермен ҫын хӑрӑк ҫын. | Йывӑҫ—курӑк |
1460 | Йывӑҫ пӗчӗкле хӑш еннелле тайӑлать, ҫитӗнсен те ҫанталлах кукӑр пулать. | Йывӑҫ—курӑк |
1461 | Йывӑҫ ҫилсӗр чӗриклетмест. | Йывӑҫ—курӑк |
1463 | Йывӑҫ ҫимӗҫлӗ пултӑр, этем ҫемьеллӗ пултӑр. | Йывӑҫ—курӑк |
1464 | Йывӑҫ та йывӑҫа вӑрҫать: «Тимӗрӗ айӑплӑ мар, унӑн аврине йывӑҫран тунӑ», — тесе. | Йывӑҫ—курӑк |
1466 | Йывӑҫ та пӗрре кассах йӑванмасть. | Йывӑҫ—курӑк |
1465 | Йывӑҫ та ҫын пек ӳссе ватӑлать. | Йывӑҫ—курӑк |
1467 | Йывӑҫ та ӳксен ҫӗрет, этем те вилсен ҫӗрет. | Йывӑҫ—курӑк |
1468 | Йывӑҫ туратсӑр мар, этем хӑватсӑр мар. | Йывӑҫ—курӑк |
1469 | Йывӑҫ туратти еплерех, тымарӗ те ҫапларах. | Йывӑҫ—курӑк |
1471 | Йывӑҫ турачӗпе йывӑҫ хуҫаҫҫӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1472 | Йывӑҫ хӑвӑлне шаккаса пӗлеҫҫӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1473 | Йывӑҫ ятне эсрел пӗлмен тет. | Йывӑҫ—курӑк |
1458 | Йывӑҫ-курӑкӑн та чунӗ пур. | Йывӑҫ—курӑк |
1474 | Йывӑҫа касма ҫӑмӑл та, ӳстерме йывӑр. | Йывӑҫ—курӑк |
1475 | Йывӑҫа кирлӗшӗн касакан айӑпа юлмасть. | Йывӑҫ—курӑк |
1476 | Йывӑҫа лартма часах та, уссине курма часах мар. | Йывӑҫ—курӑк |
1477 | Йывӑҫа пӗр сӑс кӗре пуҫласан час ҫӗҫет. | Йывӑҫ—курӑк |
1478 | Йывӑҫа хирӗҫле саваламаҫҫӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1479 | Йывӑҫа хулӑлла аваҫҫӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1480 | Йывӑҫа шӗкӗ ҫиет, чӗрене хуйхӑ ҫиет. | Йывӑҫ—курӑк |
1481 | Йывӑҫӑн лӑпланса ларас килнине ҫил пӗлмест. | Йывӑҫ—курӑк |
1482 | Йывӑҫӑн туратти пур, этемӗн йӑнӑшасси пур. | Йывӑҫ—курӑк |
1483 | Йывӑҫӗ йӑванать, тункати юлать. | Йывӑҫ—курӑк |
1484 | Йывӑҫӗнчен ҫимӗҫӗ аякка ӳкмест. | Йывӑҫ—курӑк |
1486 | Йывӑҫне кура савӑлӗ, ашшӗне кура ывӑлӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1485 | Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
1487 | Йывӑҫран усал — кӑпчанкӑ, курӑкран усал — куршанкӑ. | Йывӑҫ—курӑк |
1488 | Йывӑҫҫи нумай та, кашталӑх сахал. | Йывӑҫ—курӑк |
1827 | Йыт аллипе ӗҫлесе йытӑ ҫимелӗх те пухӑнмасть. | Йытӑ |
1828 | Йыт амине кӗрт пултӑр. | Йытӑ |
1829 | Йыт ашне йытӑ та тиркет. | Йытӑ |