| 1625 | Ватӑ юман — асатте, пысӑк юман — атте. | Юман |
| 1535 | Вӑрман — ял хӳтлӗхӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1505 | Вӑрман аслӑ та, йывӑҫсем пӗр пек мар. | Вӑрман — Хир |
| 1506 | Вӑрман варринче пуртӑ аврилӗх йывӑҫ пулатех. | Вӑрман — Хир |
| 1507 | Вӑрман варринчи йывӑҫ яштака пулать. | Вӑрман — Хир |
| 1508 | Вӑрман ватнӑшӑн хытӑ ҫилленет тет. | Вӑрман — Хир |
| 1509 | Вӑрман вӑл мӑрса мар, ун ҫине шанма пулать. | Вӑрман — Хир |
| 1510 | Вӑрман вӑрри вӑрӑ мар. | Вӑрман — Хир |
| 1511 | Вӑрман вӑррине хӗрхенсен йывӑҫ сайра тесе ан кулян. | Вӑрман — Хир |
| 1512 | Вӑрман витӗр тухса арӑмне хӗнеме туя тупман. | Вӑрман — Хир |
| 1513 | Вӑрман ӗҫӗ вӑйран ярать. | Вӑрман — Хир |
| 1514 | Вӑрман ӗҫӗ тумтире ҫӗтет. | Вӑрман — Хир |
| 1515 | Вӑрман йӑви — таркӑн йӑви. | Вӑрман — Хир |
| 1516 | Вӑрман кайӑкӗ вӑрманта аташмасть. | Вӑрман — Хир |
| 1517 | Вӑрман кайӑкӗ ир вӑранать. | Вӑрман — Хир |
| 1518 | Вӑрман кайӑкне хӑвалӑхпа тӗлӗнтереймӗн. | Вӑрман — Хир |
| 1519 | Вӑрман кайӑксӑр пулмасть. | Вӑрман — Хир |
| 1520 | Вӑрман касма вӑй кирлӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1521 | Вӑрман каснӑ ҫӗрте турпас ӳкмесӗр пулмасть. | Вӑрман — Хир |
| 1522 | Вӑрман нихҫан та пушӑ ямасть. | Вӑрман — Хир |
| 1523 | Вӑрман пек пуянни ҫук, ун пек асли ҫук. | Вӑрман — Хир |
| 1524 | Вӑрман пуян, пушӑлла ан тух. | Вӑрман — Хир |
| 1525 | Вӑрман пуян, уй аслӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1526 | Вӑрман сывлӑшӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1527 | Вӑрман ҫулӗ — йывӑр ҫул. | Вӑрман — Хир |
| 1528 | Вӑрман ҫулне пӗлмесен ҫурт ӑшӑнса кураймӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1529 | Вӑрман ҫур тӑлӑп теҫҫӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1530 | Вӑрман ҫынни вӑйланать. | Вӑрман — Хир |
| 1531 | Вӑрман ҫынни вӑрӑм ӗмӗрлӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1541 | Вӑрман тӑрри тикӗс. | Вӑрман — Хир |
| 1532 | Вӑрман халӑхӗ выҫӑ мар. | Вӑрман — Хир |
| 746 | Вӑрман хӑлхаллӑ, уй куҫлӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1533 | Вӑрман хӑлхаллӑ, хир куҫлӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1534 | Вӑрман шывӗ ҫуркунне те тӑрӑ юхать. | Вӑрман — Хир |
| 1536 | Вӑрмана вут тиесе каймаҫҫӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1538 | Вӑрмана кайсан кайӑк сасси илтмесӗр ҫук. | Вӑрман — Хир |
| 1539 | Вӑрмана каякан пурттине хӑйӗнчен хӑвармасть. | Вӑрман — Хир |
| 1537 | Вӑрмана кӗрсен тутар пӳртне кӗнӗ пек теҫҫӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1540 | Вӑрмана ҫӗлӗкпе хуплаймӑн. | Вӑрман — Хир |
| 1542 | Вӑрманӗ пулсан касас текен тупӑнӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1543 | Вӑрманта арӑмне хӗнеме хулӑ тупайман. | Вӑрман — Хир |
| 1453 | Вӑрманта йывӑҫ мӗн ҫитӗнет, хӑрса, ӳксе, ҫӗрсе пӗтичченех олшӑнмасть; мӗнле кокӑр ҫитӗннӗ, ҫавӑ кокӑр тӳрленмест тенӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1544 | Вӑрманта йывӑҫ нумай та, юман паллӑрах тенӗ. | Вӑрман — Хир |
| 1545 | Вӑрманта йывӑҫ тупайманнине килте тупнӑ. | Вӑрман — Хир |
| 1546 | Вӑрманта кашкӑр пулать, ялта куштан пулать. | Вӑрман — Хир |
| 1547 | Вӑрманта кирек мӗн тусан та ҫылӑх ҫук. | Вӑрман — Хир |
| 1548 | Вӑрманта пурӑннӑскер ялта ҫӗтет. | Вӑрман — Хир |
| 1549 | Вӑрманта пурӑнсан тунката та юлташ. | Вӑрман — Хир |
| 1550 | Вӑрмантан туясӑр ан кил. | Вӑрман — Хир |
| 1551 | Вӑрманти вӑрманалла. | Вӑрман — Хир |