| 2388 | Чӑх чӗрипе ҫӗлене ҫӗнтереймӗн. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2389 | Чӑх шучӗпе каҫ пулмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2390 | Чӑх эрлӗхӗ автан пырса тухиччен. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2391 | Чӑх юрӑҫа тухсан ҫӑмарта кам тӑвӗ? | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2392 | Чӑх яланах пӗрчӗ шырать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2401 | Чӑх-чӗп пулсан кашти те кирлӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2393 | Чӑхӑ мӑнтӑрлансан тулла та чавса ҫиет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2394 | Чӑхӑ пӗр пӗрчӗн сӑхсах пурӑнать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2395 | Чӑхӑ шыв ӗҫет те, шӑмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2353 | Чӑхӑмӑҫ лаша пушӑ ҫиет. | Ут — Лаша |
| 2354 | Чӑхӑмӑҫ лаша та чиканра йӑрӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2352 | Чӑхӑмӑҫ* лаша мӑнтӑр пулать. | Ут — Лаша |
| 2355 | Чӑхӑмҫӑ лаша тӑвайккинче пӗлӗнет, ҫыннӑн ӑсӗ ӗҫкӗ ӗҫсен пӗлӗнет. | Ут — Лаша |
| 2356 | Чӑхӑмҫӑ лашан хӳри айне вут кӗнӗ. | Ут — Лаша |
| 2357 | Чӑхӑмҫӑ лашана пушӑ та пулӑшман. | Ут — Лаша |
| 2396 | Чӑхӑн та ҫиелте пулас килет те, кӑмӑл хыҫҫӑн ӗҫ пымасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2397 | Чӑхӑн та ҫилли пур та, пӑхӑнтарма вӑйӗ ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2398 | Чӑхпа автан пӗртӑван. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2399 | Чӑхха автан муталать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2400 | Чӑххи хӳрине уснӑ чухне ан хуш ҫӗклеме. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2040 | Чее кушак кайӑк тытать, мӑнтӑр кушак пӳртре выртать. | Кушак — Шӑши |
| 2041 | Чее кушак кайӑка та лектерет. | Кушак — Шӑши |
| 2042 | Чее кушак тӗлӗкӗнче те шӑши тытать. | Кушак — Шӑши |
| 2149 | Чее тилӗ ир вӑранать. | Тилӗ |
| 2150 | Чее тилӗ пулӑ тытать. | Тилӗ |
| 2151 | Чее тилӗ те сунарҫӑ аллине ҫакланать. | Тилӗ |
| 2152 | Чее тилӗ те читлӗхе лекет. | Тилӗ |
| 2153 | Чее тилӗ хӳрипе улталать, чее этем чӗлхипе улталать. | Тилӗ |
| 2154 | Чее тилӗ чепчене те улталать, чӗкеҫе те улталать. | Тилӗ |
| 2155 | Чее тилӗпе пӑсара та вӑрманта кун кураҫҫӗ. | Тилӗ |
| 2156 | Чее тилле хӳри сутать. | Тилӗ |
| 2157 | Чее тилле хӳри те пулӑшать. | Тилӗ |
| 2158 | Чее тилле чеелӗхпе тытаҫҫӗ. | Тилӗ |
| 2159 | Чее тиллӗн йӑви виҫӗ тӗнӗллӗ. | Тилӗ |
| 2160 | Чее тиллӗн хӑлхисем чан! Тӑраҫҫӗ. | Тилӗ |
| 2406 | Чеп ютшӑнать ют тесе, ҫын ютшӑнать ҫук тесе. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 1796 | Чӗкӗреллӗ ӗне тӑманлӑ кун пӑрулама тытӑннӑ. | Ӗне |
| 1941 | Чӗмсӗр йытӑ чӗп тытнӑ. | Йытӑ |
| 2402 | Чӗп амӑшӗн куҫӗ витӗр: пӗсехе те тултарать, хурчӑка та хураллать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2403 | Чӗп тунсӑхӗ час иртет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2404 | Чӗп ылханни хурчӑкана ҫитес ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2405 | Чӗп эрлӗхӗ йӗп тӑршшӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2407 | Чӗп яланах чӗп хальлӗн тӑмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2408 | Чӗп ятне те чӗм панӑ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2409 | Чӗпӗсем хушшинче асси пур. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 1690 | Чӗрчуна хӗрхенекене Турӑ хӗрхенет теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 2043 | Шӑши кӑшланӑ ҫимӗҫе ҫисен шӑл тӗрекленет. | Кушак — Шӑши |
| 2044 | Шӑши курнӑ кушак патшана та пӑхӑнмасть. | Кушак — Шӑши |
| 2045 | Шӑши пысӑк мар та, шӑлӗ вӑрӑм. | Кушак — Шӑши |
| 2046 | Шӑши те шӑтӑкра чух хӑйне пысӑка хунӑ тет. | Кушак — Шӑши |