| 1793 | «Ҫапла кирлӗ, хытӑрах кирлӗ!» — тесе хӑй ӑшӗнче шутлать тет ӗне ҫын ури ҫине пуссан. | Ӗне |
| 1787 | «Утӑ парсан сӗт парап, ыраш улӑмӗпе чун парап», — тесе калать тет ӗне. | Ӗне |
| 1754 | Ӗне — сӗчӗпе, этем — ӗҫӗпе. | Ӗне |
| 1736 | Ӗне анчах пӗр апата икӗ хут кавлет. | Ӗне |
| 1738 | Ӗне вилсен уйран ҫӳпҫи туянмаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1739 | Ӗне вилсен юр-вар пӗтет. | Ӗне |
| 1740 | Ӗне выльӑх ӗнсене хырать. | Ӗне |
| 1741 | Ӗне выльӑх мӗн ҫинине ытлашшипех тавӑрса парать. | Ӗне |
| 1737 | Ӗне ӗҫнипе тинӗс типес ҫук. | Ӗне |
| 1742 | Ӗне йӑли — кавлесси, лаша йӑли — йӑваланасси. | Ӗне |
| 1743 | Ӗне каяшӗ ҫемҫе те, усси сахал. | Ӗне |
| 1744 | Ӗне мӑйраки лашана кирлех мар. | Ӗне |
| 1745 | Ӗне мӑйракипе укҫа сӗнет, лаша — кайри урипе. | Ӗне |
| 1746 | Ӗне пӑруланӑ чух вӑкӑрӑн та хӳри ыратнӑ. | Ӗне |
| 1747 | Ӗне пӑруласан — ӗне ырри. | Ӗне |
| 1748 | Ӗне пӑрушӗ ӗне сума ӳркеннӗ. | Ӗне |
| 1749 | Ӗне пулсан сӗт пулӗ, сӗт пулсан ҫу та пулӗ. | Ӗне |
| 1750 | Ӗне пур — ӗмӗт пур. | Ӗне |
| 1751 | Ӗне пуррин сӑй та пур. | Ӗне |
| 1752 | Ӗне сӗт парасшӑн, мӑкри сикесшӗн. | Ӗне |
| 1753 | Ӗне сӗчӗ чӗлхинче, чӑх ҫӑмарти сӑмсинче. | Ӗне |
| 1755 | Ӗне суранӗ курака юранӑ. | Ӗне |
| 1756 | Ӗне ҫиллинче сӗт йӳҫӗхмест. | Ӗне |
| 1757 | Ӗне ҫине ҫилленсе сӗт чӳлмекне ватас мар. | Ӗне |
| 1758 | Ӗне ҫинче йӗнер килӗшмест. | Ӗне |
| 1759 | Ӗне ҫук ҫӗрте качакана та сӗт ҫӑлли теҫҫӗ. | Ӗне |
| 1760 | Ӗне ҫын ури ҫине пуссассӑн: «Ах, хытӑрах пусмаллаччӗ», лаша кӑшт пуссанах: «Ӑх, хытӑ пусрӑм», — тесе пӑшӑрханать. | Ӗне |
| 1761 | Ӗне тӑранать, улпут тӑранмасть. | Ӗне |
| 1762 | Ӗне те йӗтӗрмесӗр сӗт памасть. | Ӗне |
| 1763 | Ӗне тулашма тытӑнсан лашаран усал. | Ӗне |
| 1764 | Ӗне упа мар, урине ҫуласа хӗл каҫмасть. | Ӗне |
| 1765 | Ӗне хӑй пӑрушне сӗксе вӗлернӗ. | Ӗне |
| 1766 | Ӗне хӗрарӑма тӗс, лаша арҫынна тӗс. | Ӗне |
| 1767 | Ӗне хӳри те хӑйшӗн ытлашши мар. | Ӗне |
| 1769 | Ӗне хырӑмне арпа пӑсмасть. | Ӗне |
| 1768 | Ӗне хыҫӗ пуличчен лаша пуҫӗ пул. | Ӗне |
| 1770 | Ӗне чӗччи те тӑваттӑ анчах. | Ӗне |
| 1771 | Ӗне чунӗ сӗт парас, лаша чунӗ мӗнле тӑрантарас тет. | Ӗне |
| 1772 | Ӗнел ӗни пӗр тенкӗ, кайса илме ҫӗр тенкӗ. | Ӗне |
| 1773 | Ӗнелре ҫуралнӑ качака та пурпӗр ӗне мар. | Ӗне |
| 1774 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче. | Ӗне |
| 877 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче. | Ӗне |
| 1775 | Ӗнен чӗлхи пысӑк та, калаҫма пӗлмест. | Ӗне |
| 1776 | Ӗнене ҫиллине кура хаклаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1777 | Ӗнепе лаша ҫур пурнӑҫ. | Ӗне |
| 1778 | Ӗнерен тына кӗтеҫҫӗ, арӑмран ывӑл кӗтеҫҫӗ. | Ӗне |
| 1779 | Ӗнесӗр хӗрарӑмӑн ӗҫ ҫук. | Ӗне |
| 1780 | Ӗнӗҫмен ӗне эрнекун пӑрулать. | Ӗне |
| 1781 | Ӗни йӳн те, хӳри хаклӑ. | Ӗне |
| 1782 | Ӗни мӗнле, хуҫи ҫапла. | Ӗне |