| 1769 | Ӗне хырӑмне арпа пӑсмасть. | Ӗне |
| 1768 | Ӗне хыҫӗ пуличчен лаша пуҫӗ пул. | Ӗне |
| 1770 | Ӗне чӗччи те тӑваттӑ анчах. | Ӗне |
| 1771 | Ӗне чунӗ сӗт парас, лаша чунӗ мӗнле тӑрантарас тет. | Ӗне |
| 1772 | Ӗнел ӗни пӗр тенкӗ, кайса илме ҫӗр тенкӗ. | Ӗне |
| 1773 | Ӗнелре ҫуралнӑ качака та пурпӗр ӗне мар. | Ӗне |
| 1774 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче. | Ӗне |
| 877 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче. | Ӗне |
| 1775 | Ӗнен чӗлхи пысӑк та, калаҫма пӗлмест. | Ӗне |
| 1776 | Ӗнене ҫиллине кура хаклаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1777 | Ӗнепе лаша ҫур пурнӑҫ. | Ӗне |
| 1778 | Ӗнерен тына кӗтеҫҫӗ, арӑмран ывӑл кӗтеҫҫӗ. | Ӗне |
| 1779 | Ӗнесӗр хӗрарӑмӑн ӗҫ ҫук. | Ӗне |
| 1780 | Ӗнӗҫмен ӗне эрнекун пӑрулать. | Ӗне |
| 1781 | Ӗни йӳн те, хӳри хаклӑ. | Ӗне |
| 1782 | Ӗни мӗнле, хуҫи ҫапла. | Ӗне |
| 1783 | Ӗни пӑр та ҫулать тет пӑрушӗ ҫинӗ чух. | Ӗне |
| 1784 | Ӗни пур та, сӗчӗ ҫук. | Ӗне |
| 1785 | Ӗни сӗтне ӗҫнӗ тет. | Ӗне |
| 1786 | Ӗни хура та, сӗчӗ шурӑ. | Ӗне |
| 2218 | Икӗ кӗсре ӗмекен тиха мӑнтӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2219 | Иркӗн лаша ҫине иккӗн те утланаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 1821 | Йӑваш йыттӑн [хаярӗ] хӳри айӗнчех. | Йытӑ |
| 1822 | Йӑкӑрти йытӑ кашкӑра хирӗҫ тӑмасть. | Йытӑ |
| 1823 | Йӑпӑлти йытта йытӑ ҫыртмасть. | Йытӑ |
| 1824 | Йӑтӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1825 | Йӑтти хӳрине хушать, хӳри урине хушать. | Йытӑ |
| 1826 | Йӳтенӗ йытӑ йӳҫлӗхри тӗтрене те вӗрет. | Йытӑ |
| 1827 | Йыт аллипе ӗҫлесе йытӑ ҫимелӗх те пухӑнмасть. | Йытӑ |
| 1828 | Йыт амине кӗрт пултӑр. | Йытӑ |
| 1829 | Йыт ашне йытӑ та тиркет. | Йытӑ |
| 1830 | Йыт вӗрет те, ҫил илсе каять. | Йытӑ |
| 1831 | Йыт ҫименнине ҫын ҫиет. | Йытӑ |
| 1832 | Йыт ҫименнине этем ҫимест. | Йытӑ |
| 1833 | Йыт хакне ҫын тӑмасть теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1873 | Йытӑ — этем тусӗ. | Йытӑ |
| 1834 | Йытӑ айӑпне патак тикӗслет. | Йытӑ |
| 1835 | Йытӑ ами пӗлмесен йытӑ аҫи пӗлес ҫук. | Йытӑ |
| 1837 | Йытӑ васкать те суккӑр ҫуратать. | Йытӑ |
| 1838 | Йытӑ вӗрет, шӑпчӑк шарламасть. | Йытӑ |
| 1840 | Йытӑ вӗрнипе йӑмра хӑрса ларас ҫук. | Йытӑ |
| 1839 | Йытӑ вӗрнипе ҫил ҫӗклет. | Йытӑ |
| 1841 | Йытӑ вӗрнипе уйӑх тӑхри катӑлса ӳкес ҫук. | Йытӑ |
| 1842 | Йытӑ вӗрсе ватӑлать. | Йытӑ |
| 1843 | Йытӑ вӗрсен ӗмӗтленнӗ ӗмӗт татӑлать. | Йытӑ |
| 1844 | Йытӑ вӗрсен кашкӑр килет. | Йытӑ |
| 1845 | Йытӑ епле вӗрсен те ӑна уйӑх туяс ҫук. | Йытӑ |
| 1846 | Йытӑ ӗмӗрӗ иртет касмӑкра. | Йытӑ |
| 1847 | Йытӑ йӑли ҫав: ҫӗр ҫинче йӑваламасӑр ним те ҫимест. | Йытӑ |
| 1848 | Йытӑ йытта паллать. | Йытӑ |