| 1977 | Кашкӑр ҫӑварӗнчен аш тухман. | Кашкӑр |
| 1979 | Кашкӑр ҫӑварне лекнӗ сурӑх хӑҫан сывӑ юлни пур. | Кашкӑр |
| 1978 | Кашкӑр ҫӑварне нимӗн те ҫитес ҫук. | Кашкӑр |
| 1980 | Кашкӑр ҫӑмне тӑкать те, йӑлине улӑштармасть. | Кашкӑр |
| 1981 | Кашкӑр ҫуринчен кашкӑрах пулать. | Кашкӑр |
| 1982 | Кашкӑр ҫурнӑ ӗне катка ҫурӑ сӗт панӑ тет. | Кашкӑр |
| 1983 | Кашкӑр та мӑнтӑр пулинччӗ, сурӑх та чылай пулинччӗ теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1984 | Кашкӑр та сурӑх пулӗччӗ те, вӑрӑм хӳри кансӗрлет. | Кашкӑр |
| 1985 | Кашкӑр та сурӑхшӑн куҫҫуль юхтарнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1986 | Кашкӑр та тутӑ пултӑр, сурӑх та тӗрӗс пултӑр. | Кашкӑр |
| 1987 | Кашкӑр тытнӑ сурӑх кашта ҫӳлли пулнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1988 | Кашкӑр укҫасӑрах кӗтӳҫе кӗрӗшет те, килӗшекен ҫук. | Кашкӑр |
| 1989 | Кашкӑр хӑй ҫурине сурӑх ҫурма вӗрентет, сурӑх хӑй путекне тарма вӗрентет. | Кашкӑр |
| 1990 | Кашкӑр хӑй шухӑшне йытта пӗлтермест. | Кашкӑр |
| 1991 | Кашкӑр хӗрхенсе сурӑхӑн хӳрине кӑна хӑварнӑ тет. | Кашкӑр |
| 1992 | Кашкӑр хӳтерме кашӑк йӑтса чупмаҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1994 | Кашкӑра каштаран ҫакмасӑр шанма ҫук. | Кашкӑр |
| 1995 | Кашкӑра пӳрнӗ сурӑха картара та упраймӑн. | Кашкӑр |
| 1996 | Кашкӑра тем чухлӗ тутлӑ ҫитарсан та вӑл ҫаплах вӑрманалла теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 1997 | Кашкӑра тытман, тирне сӳнӗ. | Кашкӑр |
| 1998 | Кашкӑра ури тӑрантарать. | Кашкӑр |
| 1999 | Кашкӑра хырӑм выҫҫи вӑрмантан хуса кӑларать. | Кашкӑр |
| 2000 | Кашкӑра чукмар тӗс. | Кашкӑр |
| 2001 | Кашкӑра шӑлӗ тӑрантарать. | Кашкӑр |
| 2002 | Кашкӑра юн пултӑр теҫҫӗ. | Кашкӑр |
| 2003 | Кашкӑрӑн ҫӑварӗ вуниккӗ. | Кашкӑр |
| 2004 | Кашкӑрӑн та кӗрӗкӗ пур та, хывса илме хӗн. | Кашкӑр |
| 2005 | Кашкӑрӗ аякра та, асав шӑлӗ ҫывӑхра. | Кашкӑр |
| 2006 | Кашкӑрне тытман, тирне сутнӑ. | Кашкӑр |
| 2007 | Кашкӑртан тарнӑ, упана ҫулӑхнӑ. | Кашкӑр |
| 2008 | Кашкӑртан хӑраса вӑрмана та каяймӑн. | Кашкӑр |
| 1958 | Кӑпчанкӑран усал йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук. | Качака |
| 2220 | Кӑтӑрмак кӗсре ӗҫре лӑпланать. | Ут — Лаша |
| 2013 | Кӑшламасан шӑшин шӑл ӳсет. | Кушак — Шӑши |
| 2222 | Кӗсрен кӗсен тухнӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2221 | Кӗсрен ҫичӗ тиха, мӑйӗнчен хӑмӑт хӑвӑнман. | Ут — Лаша |
| 2223 | Кӗсрене нӑхта кирлӗ, хӗрарӑма — сурпан. | Ут — Лаша |
| 2224 | Кӗсри кӗҫенмесен ӑйри пымасть. | Ут — Лаша |
| 2084 | Кӗтӳрен юлнӑ сурӑх кашкӑр кулли пулать. | Сурӑх |
| 1916 | Кил йытти кил йыттиех. | Йытӑ |
| 1917 | Кил йытти куян тытас ҫук. | Йытӑ |
| 1918 | Кил йытти ҫыртиччен ҫын йытти ҫырттӑр. | Йытӑ |
| 1919 | Килсӗр йытӑ усала вӗренет. | Йытӑ |
| 1920 | Килти йытӑ килех таврӑнать. | Йытӑ |
| 1921 | Кунӗ йытӑ патне туясӑр ан пыр теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1959 | Купӑстана вӗреннӗ качака мӑйракасӑр тӑрса юлнӑ. | Качака |
| 2014 | Кушак ӑшӑ вырӑн шырать, этем ырӑ вырӑн шырать. | Кушак — Шӑши |
| 2015 | Кушак кайӑкӗ куҫ хыҫӗнче анчах хӑюллӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2016 | Кушак куҫӗ курман чух шӑшие чару ҫук. | Кушак — Шӑши |
| 2017 | Кушак сӗт курать те, тути вӑрӑм мар. | Кушак — Шӑши |