| 3182 | Хӗллехи тум пулмасан ҫуллахи тума тавӑрса тӑхӑнаймӑн. | Ҫу — Хӗл |
| 3183 | Хӗллехи хӗвел ҫуллахи ҫур хӗвеле те тӑмасть. | Ҫу — Хӗл |
| 3184 | Хӗллехи хӗвел хевтесӗр. | Ҫу — Хӗл |
| 3185 | Хӗллехи хӗвелӗн ӑшши ҫук. | Ҫу — Хӗл |
| 3186 | Хӗллехи шӑл чул кӑшлама та хатӗр. | Ҫу — Хӗл |
| 3187 | Хӗллехи юр — ҫемҫе тӳшек, ҫурхи юр — кӗтмен инкек. | Ҫу — Хӗл |
| 3188 | Хӗллехи юр — ҫуллахи ҫӑкӑр. | Ҫу — Хӗл |
| 2898 | Хуллен кайӑн — час ҫитӗн. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2899 | Хуллен утакан Хусана ҫитнӗ, васкаса утакан вар тӗлӗнчен тухайман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2900 | Хуллен-хуллен пурнӑпӑр, хулле яшки ҫийӗпӗр. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3081 | Хура кӗр хура кунлӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3082 | Хура кӗр хурлӑх нумай: куланай та памалла, салтака та каймалла. | Ҫур — Кӗр |
| 3267 | Хура кун валли ҫутӑ укҫа пухса хур. | Ҫӗр — Кун |
| 3268 | Хура кун ҫитсен пӗлӗш те пӗлмӗш пулать. | Ҫӗр — Кун |
| 3269 | Хура кун ҫитсен хур та сӑхать. | Ҫӗр — Кун |
| 3270 | Хура кун ҫитсен хура сӑнлӑ ҫын та шуралать. | Ҫӗр — Кун |
| 3271 | Хура кун ҫитсен хура ҫӑкӑр та хакланать. | Ҫӗр — Кун |
| 2918 | Хушӑран автан та ҫӑмарта тукалать. | Ялан — Хушӑран |
| 2919 | Хушӑран кушак та хуҫа тет. | Ялан — Хушӑран |
| 2920 | Хушӑран пӗр ҫын та ҫичӗ ҫынна тӑрать. | Ялан — Хушӑран |
| 2921 | Хушӑран хушӑк курӑнать. | Ялан — Хушӑран |
| 2922 | Хушӑран хуять тет. | Ялан — Хушӑран |
| 2923 | Хушӑран шӳт туни те илемлӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2902 | Хыпаланмасан та васкарах пар. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3083 | Чӳк уйӑхӗ чӳк ыйтать. | Ҫур — Кӗр |
| 2787 | Шӑл пор чох аш ҫиес поть, ҫамрӑк чох ача тӑвас поть. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2786 | Шӑл пур чух кӗреш, шӑл пур чух какай ҫи. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3272 | Шӑматкун — кӗске кун. | Ҫӗр — Кун |
| 3273 | Шӑматкун кулакан вырсарникун макӑрнӑ тет. | Ҫӗр — Кун |
| 3274 | Шӑматкун пӗр тӗрлӗ ӗҫ, вырсарникун тепӗр тӗрлӗ ӗҫ. | Ҫӗр — Кун |
| 2788 | Шӑртласа пӗтерсен тылламаҫҫӗ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 3275 | Шурӑмпуҫ килет шуралса, шур пир карса чарас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3276 | Шуҫӑм ҫутипе укҫа ҫуралать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3277 | Шуҫӑма хӗвел, аҫана ҫиҫӗм. | Ҫӗр — Кун |
| 3278 | Шутлӑ кун хӑвӑрт шӑвать. | Ҫӗр — Кун |
| 3355 | Ыран кун тутлӑ тет. | Паян — Ыран |
| 3356 | Ыран ҫиес апат паянхи хырӑма тӑрантмасть. | Паян — Ыран |
| 3357 | Ыран ҫине шансан — шанса кайӑн. | Паян — Ыран |
| 3358 | Ыран тӑвас ӗҫ те хӑй тӗллӗн пулмасть. | Паян — Ыран |
| 3359 | Ыран тени иккӗллӗ илтӗнет. | Паян — Ыран |
| 3360 | Ыран тени паян пулинччӗ. | Паян — Ыран |
| 3361 | Ыран тени ыхра шӑршиллӗ. | Паян — Ыран |
| 3362 | Ыран Турри ырхан тет. | Паян — Ыран |
| 3363 | Ыран урлӑ ҫӗр пур теҫҫӗ. | Паян — Ыран |
| 3364 | Ырана хӑварнӑ ӗҫ ырхан пулать. | Паян — Ыран |
| 3365 | Ырана хӑварнӑ ӗҫӗн ырри сахал. | Паян — Ыран |
| 3366 | Ырана хӑварни ылханпа витӗнет. | Паян — Ыран |
| 3367 | Ырана хӑварни ыратать, варана хӑварни варланать. | Паян — Ыран |
| 3368 | Ыранӑн ашшӗ ҫук. | Паян — Ыран |
| 3369 | Ырансем яланах нумай. | Паян — Ыран |