Вӑхӑт — Талккӑш

 

3450Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3449!!Ӗлӗкех, авалах, арӑм хуҫа пулнӑ чух.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3451!!Ӗлӗкхи ҫынсем тӳпере те пулман — Турра курнӑ, хальхи ҫынсем тӳпере те вӗҫеҫҫӗ, ҫапах Турра курмаҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
2901«Хуллен шӑвӑн — мала тухӑн», — терӗ тет чӗрӗп.Хуллен — Хӑвӑрт
3084«Эпӗ ирхинепе каҫхине хамӑн аслӑ пиччепе кӗҫӗн пиччерен ирттереп», — тесе калать тет пуш уйӑхӗ.Ҫур — Кӗр
3399Авал алӑк хыҫӗнче.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3400Авал алтӑрпа тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3401Авал арӑмран хӑранӑ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3402Авал вучахра та ҫӗр хута вут пуҫҫи ҫунса выртнӑ теҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3403Авал пӗр нухратпа икӗ пукрас илнӗ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3404Авал сахал теҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3405Авал ҫӗлен йӗрӗпе шыв юхнӑ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3406Авал ҫын та лаша пулнӑ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3407Авал тӗтӗме те сӑсар тирӗ парса илнӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3409Авал Турри — чул Турри.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3408Авал Турри тӗнче тунӑ, хальхи Турӑ инкек ҫырать.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3410Авал уйӑх та ҫӗрте пулнӑ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3411Авал хура ҫӗртен те кимӗ шунӑ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3412Авал чул чӑмланӑ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3413Авал чулӗ авӑк тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3189Авал эрнекуна хисеп тунӑ.Ҫӗр — Кун
3414Авала кун ҫук.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3415Авалӑн амӑшӗ ҫук.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3416Авалӑн ашшӗ вилнӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3417Авалӑн куҫӗ ҫук.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3418Авалӑн лаши ула.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3419Авалӑн сӑмах пӗр ҫӑмах тӑнӑ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3420Авалӑн тути тутлӑ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3421Аваллӑх йӑли аваллӑха ӑсанать.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3428Авалтанпах тӗнчере ватӑ ҫынсем хисепре.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3422Авалхи авалхиех тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3423Авалхи йӑлан тымарӗ ҫирӗп.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3424Авалхи сӑра шывпа хушсан та ӳсӗртнӗ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3425Авалхи ҫын алӑпа тытса пӑхмасӑр ӗненмен теҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3426Авалхи ҫынсем калани чӑнах.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3427Авалхи тепӗр хут килес ҫук.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3429Авалхи этемсем ҫимӗкчен ҫиччӗ шыва кӗнипе те мухтаннӑ тет.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
3430Авалхишӗн халь пуҫҫапмаҫҫӗ.Ӗлӗк-авал — Ку чухне
2951Авӑн уйӑхӗнче эпӗ те пӗр, эсӗ те пӗр.Ҫур — Кӗр
2952Ака уйӑхӗнчи ыйхӑ — авӑн уйӑхӗнчи хуйхӑ.Ҫур — Кӗр
2790Ан васка, качака, пур кашкӑр та сан пулӗ.Хуллен — Хӑвӑрт
2789Ан васка: васкани ҫитермен, пӳрни ҫитернӗ.Хуллен — Хӑвӑрт
2903Арапуҫ ҫынни те ялан ҫара пуҫ ҫӳремест.Ялан — Хушӑран
2725Атӑла курмасӑр аттӑна ан хыв.Вӑхӑт — Талккӑш
3085Ӑшӑ салатать, сивӗ пуҫтарать.Ҫу — Хӗл
3086Ӑшӑ шӑм-шака ватмасть.Ҫу — Хӗл
2726Ӑшӑниччен сивӗнсе кайнӑ тет.Вӑхӑт — Талккӑш
3087Ӑшша курсан юпӑнч ил.Ҫу — Хӗл
3088Ӑшша ҫӗлен те иленет.Ҫу — Хӗл
3089Ӑшши — ӗне уйӑхӗ, сивви — лаша уйӑхӗ.Ҫу — Хӗл