2054 | Куян — кулянчӑк, мулкач — мухтанчӑк. | Мулкач |
2055 | Куян куляна-кулянах ватӑлать. | Мулкач |
2056 | Куян курнипех кутӑн кайса ларас мар. | Мулкач |
2057 | Куян куҫӗ катаран курать. | Мулкач |
2058 | Куян пек хӑравҫӑ тата кам пур? | Мулкач |
2059 | Куян пек хӑравҫӑ татах пур. | Мулкач |
2060 | Куян ҫухрӑмне утса тухма хӗн. | Мулкач |
2061 | Куян тирӗ те пӗр ҫула тӳсет. | Мулкач |
2062 | Куян хыҫҫӑн кусма ҫук, вилен хыҫҫӑн вилме ҫук. | Мулкач |
2063 | Куян чупать хир тӑрӑх, нуша чупать ял тӑрӑх. | Мулкач |
2064 | Куяна — калча, чухӑна — ача. | Мулкач |
2065 | Куянӑн хӳри те, ӑсӗ те кӗске. | Мулкач |
2066 | Куянӗ пӗр тенкӗ тӑрать, йӗрлесси пин тенкӗ тӑрать. | Мулкач |
2067 | Куяншӑнах ан кулян, хӑйшӗн хӑй кулянтӑр. | Мулкач |
2068 | Мулкач йӗлтӗр йӗррипе чупмасть. | Мулкач |
2069 | Мулкач йӗрри упа умне тӑратнӑ. | Мулкач |
2070 | Мулкач калать: «Анаталла хуранна ҫак, тӑвалла хуранна антар», — тет. | Мулкач |
2071 | Мулкач хыт чупать, анчах ӑна та тытаҫҫӗ. | Мулкач |
2072 | Мулкача ури тӑрантарать. | Мулкач |
2073 | Мулкачӑн епле хытӑ сиксен те йӗрӗ юлать теҫҫӗ. | Мулкач |
2074 | Мулкачӑн тути катӑк, хӳри татӑк. | Мулкач |
2075 | Мулкачӑн хӳри кӗске, айванӑн турти кӗске. | Мулкач |
2076 | Пӗр ҫӗрлӗхе мӑкаҫ тирӗ те тӳснӗ. | Мулкач |
2077 | Шуйханнӑ куян ҫичӗ тинӗс леш енне те тарма хатӗр. | Мулкач |