| 2300 | «Лашинчен урапи юлмасть», — терӗ тет Кӑнти. | Ут — Лаша |
| 2309 | «Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша. | Ут — Лаша |
| 2206 | Айӑр — витере ташласа тӑма, кӗсри — суха тума. | Ут — Лаша |
| 2213 | Айӑрпа улшуҫ пӗр шутлӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2205 | Апатлӑ лаша аптрамасть. | Ут — Лаша |
| 2207 | Ӑйӑр кукалесе арлан тӑпри кӑларнӑ. | Ут — Лаша |
| 2208 | Ӑйӑр ташласчӗ тет, лаши мӗнле тӑрантарас тет. | Ут — Лаша |
| 2209 | Ӑйӑра кӗсре пултӑр, ясара пасар пултӑр. | Ут — Лаша |
| 2210 | Ӑйӑра сӗлӗ юсать. | Ут — Лаша |
| 2211 | Ӑйӑра тӑрантас кӳлнӗ, кӗсрине сухапуҫ кӳлнӗ. | Ут — Лаша |
| 2212 | Ӑйӑрне лӑпкаҫҫӗ, лашине ҫапаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2214 | Ӑйри — вӑй нумай тет, хуҫи — ҫиме пӗтрӗ тет. | Ут — Лаша |
| 2215 | Ӑйри кӗҫенсен кӗсри пырать. | Ут — Лаша |
| 2216 | Вӗренти утран ирӗкри ут апат ыйтать. | Ут — Лаша |
| 2217 | Вуник тиха турӑм, мӑйӑмран хӑмӑт тухмарӗ. | Ут — Лаша |
| 2218 | Икӗ кӗсре ӗмекен тиха мӑнтӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2219 | Иркӗн лаша ҫине иккӗн те утланаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2220 | Кӑтӑрмак кӗсре ӗҫре лӑпланать. | Ут — Лаша |
| 2222 | Кӗсрен кӗсен тухнӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2221 | Кӗсрен ҫичӗ тиха, мӑйӗнчен хӑмӑт хӑвӑнман. | Ут — Лаша |
| 2223 | Кӗсрене нӑхта кирлӗ, хӗрарӑма — сурпан. | Ут — Лаша |
| 2224 | Кӗсри кӗҫенмесен ӑйри пымасть. | Ут — Лаша |
| 2225 | Лайӑх кӗсререн лайӑх тиха пулать. | Ут — Лаша |
| 2226 | Лайӑх лаша пуҫне ухса утать. | Ут — Лаша |
| 2227 | Лайӑх лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
| 2228 | Лайӑх лаша чӑпӑрккасӑрах чупать. | Ут — Лаша |
| 2230 | Лайӑх лашана пӗр пушӑ, чуман лашана ҫӗр пушӑ. | Ут — Лаша |
| 2229 | Лайӑх лашана сӗлӗ хӑвалать. | Ут — Лаша |
| 2231 | Лайӑх лашана чӑпӑркка кӑтартни те ҫитет. | Ут — Лаша |
| 2232 | Лайӑх лашапа Вӑрнар ҫулӗ те вӑрӑм мар. | Ут — Лаша |
| 2268 | Лаша — хамӑн лайӑх, арӑм — ҫыннӑн лайӑх. | Ут — Лаша |
| 2233 | Лаша апачӗ лашаран хаклӑ. | Ут — Лаша |
| 2234 | Лаша ашне тутар ҫех юратать. | Ут — Лаша |
| 2235 | Лаша вырӑнне пакша тыттарса хӑварнӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2236 | Лаша вырӑнне чӑпӑркка кӳлсе ҫӳреме май ҫук ҫав. | Ут — Лаша |
| 2237 | Лаша илес тесен ҫамрӑккине ил. | Ут — Лаша |
| 2238 | Лаша йӑваланнӑ ҫӗре ҫӑм тӑкӑнса юлатех. | Ут — Лаша |
| 2239 | Лаша йӗвен шырамасть. | Ут — Лаша |
| 2240 | Лаша йӗвенне алран алла тыттараҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2241 | Лаша йӗпене сӑмсипе туртать теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2242 | Лаша йӗрне лаша пусать, этем йӗрне этем пусать. | Ут — Лаша |
| 2243 | Лаша кӗлерсен кӗлӗ вӑлама вӑхӑт ҫук. | Ут — Лаша |
| 2244 | Лаша кӳлес чух пӗкӗ авмаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2245 | Лаша кӳлсе тӑвара пӗлмест, ҫапах хӗр суйлать. | Ут — Лаша |
| 2246 | Лаша лавра палӑрать, этем ӗҫре палӑрать. | Ут — Лаша |
| 2247 | Лаша лайӑх — ҫул кӗске, ачи лайӑх — ҫӗр кӗске. | Ут — Лаша |
| 2248 | Лаша лайӑххи хуҫаран килет. | Ут — Лаша |
| 2249 | Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет тет, йытӑ йытта вӗрнинчен. | Ут — Лаша |
| 2250 | Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет, йытӑ йытта шӑршласа, пуян пуяна мулӗнчен. | Ут — Лаша |
| 2251 | Лаша пасарӗнче — чикан, виле масарӗнче — ҫӑхан. | Ут — Лаша |