2309-мӗш ваттисен сӑмахӗ

«Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша.

И.А. Патмар пухса хатӗрлени 4, 9 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

1908Йытти лашине: «Лав туртасси, суха тӑвасси пысӑк ӗҫ тетним», — тесе калать тет.Йытӑ
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
2254Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет.Ут — Лаша
12296Лаша: «Пӗр хӗрарӑма туртиччен хӗрӗх арҫынна туртӑттӑм», — тесе калать тет.Арҫын — Хӗрарӑм
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
2957Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур.Ҫур — Кӗр
1849Йытӑ калать тет: «Хӗлле пулсан шӑмӑран пӳрт тӑваттӑмччӗ, ҫулла пулсан пӑртан пӳрт тӑваттӑм».Йытӑ