Кайӑк-кӗшӗк

 

2439Куккук та лайӑх авӑтать те, шӑпчӑка ҫитеймест.Куккук
2440Куккук та тӑван йӑва ҫуккишӗн кулянать.Куккук
2441Куккук хӑй йӑви ҫукшӑн авӑтать.Куккук
2442Куккук юррине кукша анчах юратать.Куккук
2443Куккукӑн куккӑшӗ ҫук.Куккук
2444Куккукӑн юрласси Питравччен.Куккук
2445Куккукӑн ялан пӗр юрӑ.Куккук
2446Куккукран чӑпар кайӑк ҫук, тӑлӑхран хурлӑхлӑ ҫын ҫук.Куккук
2447Куккукшӑн пулсан чӑпар тӗсрен хитри ҫук.Куккук
2474Курак кӗрпе каять, хӗр ҫурпа каять.Курак
2475Курак килет — юр каять.Курак
2476Курак килет: курас тет, курса пӑхса илес тет.Курак
2477Курак килсен чикан тӑлӑпне сутса ярать.Курак
2478Курак куҫӗ катаран курать.Курак
2479Курак куҫне курак чавмасть.Курак
2480Курак сӑмси чул чавать.Курак
2482Курак та хӑй юррине ырлать.Курак
2483Курак та чӗппине шуррӑм-шуррӑм тесе ачашлать.Курак
2484Курак тени ларас вырӑна та варалать.Курак
2485Курак хӑй юррине хӑех юрлать.Курак
2486Курак чакак кулли пулса юлнӑ.Курак
2487Курак ыйтнипе юр ҫумасть.Курак
2481Курак-ҫӑхан виле таврашӗнче явӑнса ҫӳрет.Курак
2488Курака палламан ҫын тӗнчере те ҫук.Курак
2489Куракӑн курак юрри, ҫӑханӑн ҫӑхан юрри.Курак
2490Куракӑн пӗр юрӑ, ухмахӑн пӗр сӑмах.Курак
2491Куракӑн яланах пӗр юрӑ.Курак
2492Куракпа чавкана пӑх ҫитмен.Курак
2493Куракпа чакакӑн юрри пӗр.Курак
2494Кураксем ӑҫта, чавкасем те унтах.Курак
2448Лапра автакан чӑпар куккук вил шывӗпе пит ҫӑвать.Куккук
2465Нарт-нарт кӑвакал, пуҫна сут та тӑрант теҫҫӗ.Кӑвакал
2508Пӑрчӑкан ҫӑмарта тунӑ чух ула куракӑн кучӗ ыратнӑ тет.Пӑрчӑкан
2509Пӑрчӑкан хӳрипе пӑр ватать.Пӑрчӑкан
2510Пӑрчӑкана кура ҫерҫи те сиккелет.Пӑрчӑкан
2511Пӑчӑр хыҫҫӑн чӑх вӗҫеймӗ.Пӑчӑр
2512Пӑчӑр чонӗ тохиччен ӗмӗтленет тет.Пӑчӑр
2513Пӑчӑрӑн пырши тухать тет, ҫапах та: «Ҫав турат ҫине ҫитсе лараймӑп-ши?» — тесе калать тет.Пӑчӑр
2514Пӑчӑрӑн пырши тухнӑ тет.Пӑчӑр
2515Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫ кун пурӑнасшӑн.Пӑчӑр
2530Сала кайӑк салатать, илен кайӑк пуҫтарать.Ҫерҫи
2277Сӑмах вӑл ҫерҫи пулса вӗҫсе тухать, чакак пулса килсе кӗрет.Ҫерҫи
2495Ҫӑвӑрлӑ курака валӗ ҫук.Курак
2516Ҫӑхан арман ҫине ҫӑмарта тунӑ тет.Ҫӑхан
2517Ҫӑхан ӗмӗрӗ ҫӗр ҫул ытла.Ҫӑхан
2518Ҫӑхан йӑвине тустарсан алӑ хӑрать.Ҫӑхан
2519Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхать — суккӑр тӑвать, ырӑ сынна ырӑ илет — кӑмӑл тӑвать.Ҫӑхан
2520Ҫӑхан ларман йывӑҫ ҫук.Ҫӑхан
2521Ҫӑхан пурнаҫӗ ҫӑва ҫинче.Ҫӑхан
2522Ҫӑхан сасси ҫӑвана йыхӑрать.Ҫӑхан