2497 | Ула куракӑн ялан пӗр юрӑ. | Курак |
2498 | Ула куракпа чакак тус пулӗҫ, хура курака ертмӗҫ теҫҫӗ. | Курак |
2578 | Ула такка: «Кӑнтӑрла пылпа ҫу ҫиетӗп, каҫпа йывӑрлӑхне куратӑп», — тет. | Улатакка |
2576 | Улатакка ир те ӗҫлет, каҫ та ӗҫлет. | Улатакка |
2577 | Улатакка йывӑҫ таккасах хырӑмне тӑрантать. | Улатакка |
2579 | Улатакка та хӑйне хӑй улталамасть. | Улатакка |
2580 | Улатакка шур акӑша юлташ мар. | Улатакка |
2540 | Хӑмла вӑрри ҫӑтсан ҫерҫи арслан кайӑка тапӑнать тет. | Ҫерҫи |
2415 | Хур кайӑк ами те хурланать аҫи ҫумра пулмасан. | Кайӑк-кӗшӗк |
2582 | Хур кайӑк хыҫҫӑн кӗпшӗл тапраннӑ. | Хур |
2416 | Хур кайӑксемпе хурчӑкан пӗр ҫул мар. | Кайӑк-кӗшӗк |
2417 | Хур кайӑксен вӗҫес шут, кӑнтӑр енне ҫитес шут. | Кайӑк-кӗшӗк |
2583 | Хур ҫӑмарти пысӑк та, пурпӗрех иккӗ тӑрантармасть. | Хур |
2584 | Хур ури вырӑнне курӑк шӑтмасть, хурлӑх вырӑнне сӑн кӗмест. | Хур |
2585 | Хур усраканӑн хуранӗ ҫуллӑ. | Хур |
2586 | Хур хыҫҫӑн кайнӑ чӑх пуҫсӑр юлнӑ. | Хур |
2588 | Хур хыҫҫӑн чӑхӑ Атӑл урлӑ каҫнӑ. | Хур |
2589 | Хур хыҫҫӑн чӑхӑ шыва кӗнӗ. | Хур |
2581 | Хур-кӑвакала килте тӑрантараймӑн. | Хур |
2499 | Хура курак пур ҫӗрте те хура. | Курак |
2500 | Хура курак та хур тӑвать. | Курак |
2501 | Хура курак та шур ҫӑмарта тӑвать. | Курак |
2502 | Хура курак хӑлат пулса вӗҫес ҫук. | Курак |
2503 | Хура курака пӑх ҫитмен. | Курак |
2504 | Хура куракӑн та чӗппи Шуркка ятлӑ. | Курак |
2505 | Хура куракӑн ялан пӗр юрӑ. | Курак |
2529 | Хура ҫӑхан ылханлӑ тет. | Ҫӑхан |
2590 | Хурпа пӗрлешнӗ кӑвакал хур курнӑ. | Хур |
2591 | Хурчӑка ҫук чухне ҫерҫи те паттӑр. | Хурчка |
2592 | Хурчӑка ҫӳлте вӗҫет, усал ҫын вӑрра ҫӳрет. | Хурчка |
2594 | Хурчӑка та хӑй чӗппине хӑй тытса ҫимест. | Хурчка |
2593 | Хурчӑка тӗлӗкре те чӗп сыхлать. | Хурчка |
2595 | Хурчӑка тӳпи хур чӗппине лекес ҫук. | Хурчка |
2596 | Хурчӑка чӗп тиркемест. | Хурчка |
2597 | Хурчӑкана хӑв, тӑманаран тӗк татса ил. | Хурчка |
2598 | Хурчӑкана чӑх чӗппипе хӑратаймӑн. | Хурчка |
2599 | Чаваланнӑ чавка тутӑ пулнӑ. | Чавка |
2600 | Чавкашӑн — чавка йӑли лайӑх, чакакшӑн — чакак йӑли лайӑх. | Чавка |
2601 | Чакак ӑсӗпе чапа тухаймӑн. | Чакак |
2602 | Чакак патша хӗр утнине утас тесе хӑй уттине маннӑ. | Чакак |
2603 | Чакак пуҫне чӗлхи тӗп тӑвать. | Чакак |
2604 | Чакак ҫӑварӗнче чарак ҫук. | Чакак |
2606 | Чакак чӗлхине пула чапа тухнӑ. | Чакак |
2607 | Чакак чӗпписем анчах пурте пӗр пек пулаҫҫӗ. | Чакак |
2605 | Чакак, чакак чакалать, чакалать те кӑларать. | Чакак |
2608 | Чакакӑн мӗн пурӗ те пӗр юрӑ кӑна. | Чакак |
2609 | Чакакӑн пӗр сӑвӑ, ухмахӑн пӗр юрӑ. | Чакак |
2610 | Чакакӑн чӗлхи хӳринчен те вӑрӑм. | Чакак |
2611 | Чакаксем пур ҫӗрте те ула пулаҫҫӗ. | Чакак |
2612 | Чакӑ ҫырми — чаканлӑх, пирӗн пурнӑҫ — хӑналӑх. | Чакак |