2254-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет.

И.А. Патмар пухса хатӗрлени 4, 9 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

1793«Ҫапла кирлӗ, хытӑрах кирлӗ!» — тесе хӑй ӑшӗнче шутлать тет ӗне ҫын ури ҫине пуссан.Ӗне
1760Ӗне ҫын ури ҫине пуссассӑн: «Ах, хытӑрах пусмаллаччӗ», лаша кӑшт пуссанах: «Ӑх, хытӑ пусрӑм», — тесе пӑшӑрханать.Ӗне
2309«Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша.Ут — Лаша
2692«Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван.Ӳпре
12296Лаша: «Пӗр хӗрарӑма туртиччен хӗрӗх арҫынна туртӑттӑм», — тесе калать тет.Арҫын — Хӗрарӑм
7420Ухмаха пуҫӗ ҫине ҫу яр, тикӗт ярать тесе калать тет.Ӑс — Ухмахлӑх
2513Пӑчӑрӑн пырши тухать тет, ҫапах та: «Ҫав турат ҫине ҫитсе лараймӑп-ши?» — тесе калать тет.Пӑчӑр