| 2692 | «Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван. | Ӳпре |
| 2300 | «Лашинчен урапи юлмасть», — терӗ тет Кӑнти. | Ут — Лаша |
| 2038 | «Ман шӑшлӑ пӑхӑма ҫиеҫҫӗ, ыхра пек какая ҫимеҫҫӗ», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
| 2309 | «Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша. | Ут — Лаша |
| 1793 | «Ҫапла кирлӗ, хытӑрах кирлӗ!» — тесе хӑй ӑшӗнче шутлать тет ӗне ҫын ури ҫине пуссан. | Ӗне |
| 1787 | «Утӑ парсан сӗт парап, ыраш улӑмӗпе чун парап», — тесе калать тет ӗне. | Ӗне |
| 2053 | «Этем ман пӑхӑма ҫиет», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
| 2436 | Авӑтакан куккук авӑтманнинчен аванрах. | Куккук |
| 1693 | Автан какайне ҫисен автанӗ авӑтать теҫҫӗ. | Автан |
| 1695 | Автан калаҫма та пӗлмест те, ун чӗлхине пурте ӑнланаҫҫӗ. | Автан |
| 1694 | Автан кӑмӑлӗ — чӑх кӑмӑлӗ. | Автан |
| 1696 | Автан пек вун арӑмпа пурнас ҫук. | Автан |
| 1697 | Автан ҫиччӗ авӑтмасӑр тул ҫутӑлмасть. | Автан |
| 1698 | Автан ҫылӑха пӗлмест. | Автан |
| 1699 | Автан та ахаль авӑтмасть. | Автан |
| 1700 | Автан яшки автан ҫиме. | Автан |
| 1701 | Автана алӑ чӑх та сахаллӑн курӑннӑ. | Автан |
| 1702 | Автана та ырӑ кун ҫук — хӑна килсен картаҫҫӗ. | Автан |
| 1703 | Автана хӗрхенсен аш пулмасть. | Автан |
| 1704 | Автана шухӑ пулни те килӗшет. | Автан |
| 1705 | Автанӑн та пурнас килет те, анчах хуҫи хута кӗмест. | Автан |
| 1706 | Автанӑн таптас шухӑш. | Автан |
| 1707 | Автанӗ авӑта пуҫласан чӗп амӑшӗ те чӗпписене пӑрахать. | Автан |
| 1708 | Автанӗ начар пулсан чӑххисем кӳрше чупаҫҫӗ. | Автан |
| 1709 | Автанне кура чӑхне хисеп. | Автан |
| 1710 | Автанне кура чӑххисем. | Автан |
| 1711 | Автансӑр чӑхсене те савӑк мар. | Автан |
| 2206 | Айӑр — витере ташласа тӑма, кӗсри — суха тума. | Ут — Лаша |
| 2213 | Айӑрпа улшуҫ пӗр шутлӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2419 | Акӑш вӗҫнӗ чух ахӑрса ан юл, хур вӗҫнӗ ҫух хурланса ан юл. | Акӑш |
| 2420 | Акӑш вӗҫсе ҫитеймен ҫӗре шухӑш вӗҫсе ҫитет. | Акӑш |
| 2421 | Акӑш та кӳллине кура ишет. | Акӑш |
| 2422 | Акӑш та ҫулсерен хӑй кӳллине таврӑнать. | Акӑш |
| 2423 | Акӑш чӗппи шурлӑхра, ҫук ҫын ачи хурлӑхра. | Акӑш |
| 2555 | Алӑ карӑк — пӗр ҫарӑк, тӑхӑр тӑрни — пӗр ҫӗрхи. | Тӑрна |
| 1647 | Алӑ ҫемӗн выльӑххи. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 2652 | Алла иленнӗ ҫӗлен те сӑхма пӑхать. | Ҫӗлен |
| 1797 | Ама йӑтта йӑт ҫыртмасть. | Йытӑ |
| 1961 | Аманнӑ кашкӑр хытӑрах ҫыртать. | Кашкӑр |
| 2161 | Аманнӑ упа калама ҫук усал. | Упа |
| 2162 | Аманнӑ упа хӑйне перекен сунарҫа туртса ҫурмасӑр ҫырлахмасть теҫҫӗ. | Упа |
| 2424 | Амӑрт кайӑк вӗҫет ту тӑрӑх, ҫамрӑк ӗмӗр иртет кун тӑрӑх. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2429 | Амӑрт кайӑка ҫерҫипе хӑратаймӑн. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 1798 | Анчӑк авӑк хӳрипе шухӑшлать. | Йытӑ |
| 1799 | Анчӑк виҫӗ кун тӑрантарнине те виҫӗ ҫул асӑнать. | Йытӑ |
| 1800 | Анчӑк йытӑран мала мар. | Йытӑ |
| 1801 | Анчӑк сассинчен уйӑх тӑхри хӑрас ҫук. | Йытӑ |
| 1802 | Анчӑк ҫӑварӗнчен шӑмӑ тухман. | Йытӑ |
| 1803 | Анчӑк та апат хуҫине паллать. | Йытӑ |
| 1804 | Анчӑк та ачашласан алла ҫулать. | Йытӑ |