1901 | Йытта шан, арӑма ан шан. | Йытӑ |
1902 | Йытта шанма ҫук, унӑн хӳри кукӑр. | Йытӑ |
1903 | Йытта шӑмӑ ытлашши мар. | Йытӑ |
1904 | Йыттӑн тӗкӗ таса мар, ӑшӗ таса; кушакӑн тӗке таса, ӑшӗ таса мар. | Йытӑ |
1905 | Йыттӑн ури тӑрантать. | Йытӑ |
1876 | Йыттӑн хӳри кукӑр, вӑррӑн — алли. | Йытӑ |
1906 | Йыттӑн хӳри кукӑр, пуян ҫыннӑн алли кукӑр. | Йытӑ |
1877 | Йыттӑн хӳри кукӑр, уна шанма ҫук теҫҫӗ. | Йытӑ |
1907 | Йытти йышне палламасть теҫҫӗ. | Йытӑ |
1908 | Йытти лашине: «Лав туртасси, суха тӑвасси пысӑк ӗҫ тетним», — тесе калать тет. | Йытӑ |
1909 | Йытти хӳрине хушать. | Йытӑ |
1910 | Йытти шанчӑклӑ пулсан хуралҫӑ та тӗлӗрме хӑрамасть. | Йытӑ |
1911 | Йытти шӑмӑ кӑшлать, вӑрри кӗлет пушатать, хуҫи йытта шанса ҫывӑрать. | Йытӑ |
1912 | Йыттине хӑвала та вырӑнне вырт. | Йытӑ |
1913 | Йыхӑрма пӗлсен йытӑ та туслашать. | Йытӑ |
1914 | Йыхӑрса тытайман йытта юнаса тытаймӑн. | Йытӑ |
2361 | Кантӑр вӑрри — тырӑ мар, чӑхӑ — выльӑх мар. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2012 | Капан айӗнче шӑши вилмест. | Кушак — Шӑши |
1677 | Картман выльӑх карта пуҫ пулнӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1915 | Касак йытти карсак тытать. | Йытӑ |
1788 | Каскӑн ӗненне Турӑ мӑйрака ӳстермен тет. | Ӗне |
1944 | Кач такинӗн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
1945 | Качака ӑсӗ ҫиллинче тет. | Качака |
1946 | Качака купӑста касма ӑста, сысна паранкӑ кӑларма ӑста, кушак хуран тасатма ӑста. | Качака |
1947 | Качака сӗтне тутанса пӑхсан карчӑка та каччӑ шухӑшӗ килсе кӗнӗ тет. | Качака |
1948 | Качака сутнӑ чух васкама хушман. | Качака |
1949 | Качака хӳре тӑратсан сурӑх та хӳре тӑратать. | Качака |
1950 | Качакан макӑрасси, хӗрӗн куласси. | Качака |
1951 | Качакан сухалӗ вӑрӑм та, ӑсӗ сахал. | Качака |
1952 | Качакана купӑста ҫитмен, пупа прихут ҫитмен. | Качака |
1953 | Качакана купӑста шанса памаҫҫӗ. | Качака |
1954 | Качакана кушак тӗлӗкӗ курӑнмасть. | Качака |
1955 | Качаканӑн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
1956 | Качакапа салтакӑн пӗр ҫул тет. | Качака |
1957 | Качаки ӑҫта, каҫтаки те унта. | Качака |
1993 | Кашкара кашкӑр катаран курать. | Кашкӑр |
1963 | Кашкӑр акнӑ, улпут тыррине вырса илнӗ. | Кашкӑр |
1964 | Кашкӑр апачӗ — ҫукпа ҫурмалла, тилӗ апачӗ — ҫупа ҫурмалла. | Кашкӑр |
1965 | Кашкӑр выҫӑ пирки вӑрӑ, этем кӑмӑл пирки вӑрӑ. | Кашкӑр |
1966 | Кашкӑр йӑви шӑмӑсӑр пулмасть. | Кашкӑр |
1968 | Кашкӑр картинче качака пурӑнмасть. | Кашкӑр |
1969 | Кашкӑр кашаман, упа утаман. | Кашкӑр |
1970 | Кашкӑр кӑшкӑрать те ҫӑкӑрне шырать. | Кашкӑр |
1967 | Кашкӑр кӗтӗве пыма вӗренсен инкеке кӗтсех тӑр. | Кашкӑр |
1971 | Кашкӑр курсан уксах йыттӑн та ури тӳрленнӗ тет. | Кашкӑр |
1972 | Кашкӑр манӑн кашавар, упа манӑн утаман, тилӗ манӑн сутник, мулкач манӑн теҫетник, русак манӑн сборщик. | Кашкӑр |
1973 | Кашкӑр пӗр йӗрпе чупать теҫҫӗ. | Кашкӑр |
1974 | Кашкӑр пулӑшсан вӑрӑм туна та лашана ӳкерет. | Кашкӑр |
1975 | Кашкӑр сурӑха юратать те, сурӑх кашкӑра юратмасть. | Кашкӑр |
1976 | Кашкӑр ҫӑвар туллин ҫисен те выҫӑ, чӑх пӗрчӗн сӑхсан та тутӑ. | Кашкӑр |