Кайӑк-кӗшӗк

 

2497Ула куракӑн ялан пӗр юрӑ.Курак
2498Ула куракпа чакак тус пулӗҫ, хура курака ертмӗҫ теҫҫӗ.Курак
2578Ула такка: «Кӑнтӑрла пылпа ҫу ҫиетӗп, каҫпа йывӑрлӑхне куратӑп», — тет.Улатакка
2576Улатакка ир те ӗҫлет, каҫ та ӗҫлет.Улатакка
2577Улатакка йывӑҫ таккасах хырӑмне тӑрантать.Улатакка
2579Улатакка та хӑйне хӑй улталамасть.Улатакка
2580Улатакка шур акӑша юлташ мар.Улатакка
2540Хӑмла вӑрри ҫӑтсан ҫерҫи арслан кайӑка тапӑнать тет.Ҫерҫи
2415Хур кайӑк ами те хурланать аҫи ҫумра пулмасан.Кайӑк-кӗшӗк
2582Хур кайӑк хыҫҫӑн кӗпшӗл тапраннӑ.Хур
2416Хур кайӑксемпе хурчӑкан пӗр ҫул мар.Кайӑк-кӗшӗк
2417Хур кайӑксен вӗҫес шут, кӑнтӑр енне ҫитес шут.Кайӑк-кӗшӗк
2583Хур ҫӑмарти пысӑк та, пурпӗрех иккӗ тӑрантармасть.Хур
2584Хур ури вырӑнне курӑк шӑтмасть, хурлӑх вырӑнне сӑн кӗмест.Хур
2585Хур усраканӑн хуранӗ ҫуллӑ.Хур
2586Хур хыҫҫӑн кайнӑ чӑх пуҫсӑр юлнӑ.Хур
2588Хур хыҫҫӑн чӑхӑ Атӑл урлӑ каҫнӑ.Хур
2589Хур хыҫҫӑн чӑхӑ шыва кӗнӗ.Хур
2581Хур-кӑвакала килте тӑрантараймӑн.Хур
2499Хура курак пур ҫӗрте те хура.Курак
2500Хура курак та хур тӑвать.Курак
2501Хура курак та шур ҫӑмарта тӑвать.Курак
2502Хура курак хӑлат пулса вӗҫес ҫук.Курак
2503Хура курака пӑх ҫитмен.Курак
2504Хура куракӑн та чӗппи Шуркка ятлӑ.Курак
2505Хура куракӑн ялан пӗр юрӑ.Курак
2529Хура ҫӑхан ылханлӑ тет.Ҫӑхан
2590Хурпа пӗрлешнӗ кӑвакал хур курнӑ.Хур
2591Хурчӑка ҫук чухне ҫерҫи те паттӑр.Хурчка
2592Хурчӑка ҫӳлте вӗҫет, усал ҫын вӑрра ҫӳрет.Хурчка
2594Хурчӑка та хӑй чӗппине хӑй тытса ҫимест.Хурчка
2593Хурчӑка тӗлӗкре те чӗп сыхлать.Хурчка
2595Хурчӑка тӳпи хур чӗппине лекес ҫук.Хурчка
2596Хурчӑка чӗп тиркемест.Хурчка
2597Хурчӑкана хӑв, тӑманаран тӗк татса ил.Хурчка
2598Хурчӑкана чӑх чӗппипе хӑратаймӑн.Хурчка
2599Чаваланнӑ чавка тутӑ пулнӑ.Чавка
2600Чавкашӑн — чавка йӑли лайӑх, чакакшӑн — чакак йӑли лайӑх.Чавка
2601Чакак ӑсӗпе чапа тухаймӑн.Чакак
2602Чакак патша хӗр утнине утас тесе хӑй уттине маннӑ.Чакак
2603Чакак пуҫне чӗлхи тӗп тӑвать.Чакак
2604Чакак ҫӑварӗнче чарак ҫук.Чакак
2606Чакак чӗлхине пула чапа тухнӑ.Чакак
2607Чакак чӗпписем анчах пурте пӗр пек пулаҫҫӗ.Чакак
2605Чакак, чакак чакалать, чакалать те кӑларать.Чакак
2608Чакакӑн мӗн пурӗ те пӗр юрӑ кӑна.Чакак
2609Чакакӑн пӗр сӑвӑ, ухмахӑн пӗр юрӑ.Чакак
2610Чакакӑн чӗлхи хӳринчен те вӑрӑм.Чакак
2611Чакаксем пур ҫӗрте те ула пулаҫҫӗ.Чакак
2612Чакӑ ҫырми — чаканлӑх, пирӗн пурнӑҫ — хӑналӑх.Чакак