| 2436 | Авӑтакан куккук авӑтманнинчен аванрах. | Куккук |
| 2419 | Акӑш вӗҫнӗ чух ахӑрса ан юл, хур вӗҫнӗ ҫух хурланса ан юл. | Акӑш |
| 2420 | Акӑш вӗҫсе ҫитеймен ҫӗре шухӑш вӗҫсе ҫитет. | Акӑш |
| 2421 | Акӑш та кӳллине кура ишет. | Акӑш |
| 2422 | Акӑш та ҫулсерен хӑй кӳллине таврӑнать. | Акӑш |
| 2423 | Акӑш чӗппи шурлӑхра, ҫук ҫын ачи хурлӑхра. | Акӑш |
| 2555 | Алӑ карӑк — пӗр ҫарӑк, тӑхӑр тӑрни — пӗр ҫӗрхи. | Тӑрна |
| 2424 | Амӑрт кайӑк вӗҫет ту тӑрӑх, ҫамрӑк ӗмӗр иртет кун тӑрӑх. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2429 | Амӑрт кайӑка ҫерҫипе хӑратаймӑн. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2425 | Ӑмӑрт кайӑк кушак кайӑк тытмасть тет. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2426 | Ӑмӑрт кайӑк чун сыхлать. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2427 | Ӑмӑрт кайӑка ӑмри кирлӗ. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2428 | Ӑмӑрт кайӑка ӑмринчен тытаймӑн. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2410 | Вӗҫен кайӑк та мӑшӑрлӑ. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2411 | Вӗҫес кайӑк турат вӗҫне пырса ларнӑ тет. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2430 | Вӗҫсе пыран амӑрт кайӑк та уртӑш йывӑҫ ҫине ларса канать. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2453 | Ишме пӗлмен кӑвакалне йохан шывах нушнах мар. | Кӑвакал |
| 2413 | Кайӑк пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2412 | Кайӑк та хӑйне пӳрт тӑвать. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2414 | Кайӑк тирӗ те виҫӗ ҫула пынӑ. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2454 | Кӑвакал кӳллине кура чӑмать. | Кӑвакал |
| 2455 | Кӑвакал пӗсехине тултараймӑн. | Кӑвакал |
| 2456 | Кӑвакал сӑмси лӗкӗ ӑшӗнче, карчӑк кучӗ кӗл ӑшӗнче. | Кӑвакал |
| 2457 | Кӑвакал утти мухтанмалӑх ҫук. | Кӑвакал |
| 2458 | Кӑвакал чӑмтӑр — кӳл кантӑр, кайӑк хур вӗҫтӗр — хир кантӑр. | Кӑвакал |
| 2459 | Кӑвакал чӗппи пусса кӑларнӑ чӑх шар курать. | Кӑвакал |
| 2460 | Кӑвакал шывра путас ҫук. | Кӑвакал |
| 2461 | Кӑвакал шывра та йӗпенмест. | Кӑвакал |
| 2462 | Кӑвакал шывсӑр пурӑнаймасть, усламҫӑ укҫасӑр пурӑнаймасть. | Кӑвакал |
| 2463 | Кӑвакалӑн вун ик пӗрчӗ ҫинӗ ҫӗре пӗри тавна ҫӗрет тет. | Кӑвакал |
| 2464 | Кӑвакалпа хуршӑн пулсан хуть тӗнчене шыв тултӑр. | Кӑвакал |
| 2432 | Кӑвакарчӑн йӑвине ишсен ҫылӑх пулать. | Кӑвакарчӑн |
| 2433 | Кӑвакарчӑн хӑйӗн амине темиҫе ҫӗр ҫухрӑмран та шыраса тупать теҫсӗ. | Кӑвакарчӑн |
| 2434 | Кӑвакарчӑн явӑҫни ырлӑха теҫҫӗ. | Кӑвакарчӑн |
| 2619 | Кӑвакарчӑнпа чӗкеҫ — Турӑ хыпарҫисем. | Чӗкеҫ |
| 2435 | Кӑвакарчӑнпа чӗкеҫе Турӑ та юратать. | Кӑвакарчӑн |
| 2466 | Кӑсӑя кун пуҫлать, тӑри кун пӗтерет. | Кӑсӑя |
| 2467 | Кӑсӑя пӗҫҫипе туй ӳкернӗ, урхамах пӗҫҫипе кӳреймен. | Кӑсӑя |
| 2468 | Кӑсӑя сӑянӗ хӑйӗнчен пысӑк мар. | Кӑсӑя |
| 2469 | Кӑсӑя ҫулла вӑрманта. | Кӑсӑя |
| 2470 | Кӑсӑя та юрлать те, пурпӗрех шӑпчӑка ҫитеймест. | Кӑсӑя |
| 2471 | Кӑсӑя чӗппине кӗсье тӗпӗнче усраймӑн. | Кӑсӑя |
| 2472 | Кӑсӑяна салатпа улталас ҫук. | Кӑсӑя |
| 2473 | Кӑсӑяран хӑрасан кантӑр та ан ак. | Кӑсӑя |
| 2449 | Куйкӑрӑш кайӑкӗ — телей кайӑкӗ. | Куйкӑрӑш |
| 2450 | Куйкӑрӑш кайӑкне кашни ҫынах кураймасть. | Куйкӑрӑш |
| 2451 | Куйкӑрӑш кулянса ларнине юратмасть. | Куйкӑрӑш |
| 2452 | Куйкӑрӑш тытмасӑр телей ҫук. | Куйкӑрӑш |
| 2437 | Куккук сасси ултавлӑ. | Куккук |
| 2438 | Куккук ҫӑмартинчен пӑрчӑкана усӑ ҫук. | Куккук |