| 2017 | Кушак сӗт курать те, тути вӑрӑм мар. | Кушак — Шӑши |
| 2018 | Кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет, йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет. | Кушак — Шӑши |
| 2019 | Кушак ҫемҫерех вырӑна шырать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2020 | Кушак ҫӗр каҫа вуникӗ хутчен ҫынна вӗлересси пирки, вӗлерсессӗн ҫисе яраймасси пирки шутлать тет. | Кушак — Шӑши |
| 2021 | Кушак ҫук ҫӗрте шӑши те патша. | Кушак — Шӑши |
| 2022 | Кушак та ӗлӗк сӑваплӑ чӗрчун пулнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
| 2024 | Кушак тӑхӑр вилӗмрен хӑтӑлма пултарать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2023 | Кушак тӗк майлӑ шӑлнине юратать. | Кушак — Шӑши |
| 2027 | Кушак шӑши тесе кашкӑр куҫне чавнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
| 2025 | Кушак шӑшие тус мар тет. | Кушак — Шӑши |
| 2026 | Кушак ырлӑхне пӗтӗм чӗрчун ӑмсанать. | Кушак — Шӑши |
| 2028 | Кушак: «Хуҫа хӑй ҫинӗ, мана ҫитермес», — тесе элеклет Турра. Анчӑк калать тет: «Халь хӑй те ҫимен, хӑй ҫисен парать». | Кушак — Шӑши |
| 2029 | Кушака кӑмака пултӑр. | Кушак — Шӑши |
| 2030 | Кушака кулӑ, шӑшие вилӗм. | Кушак — Шӑши |
| 2031 | Кушака ҫӗнсе шӑши айне пулнӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2032 | Кушака хӑйма ҫиме вӗрентмеҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2033 | Кушака чуптума юрамасть теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2034 | Кушака юратакан арҫын арӑмне юратать, йытта юратакан хӗрарӑм упӑшкине юратать. | Кушак — Шӑши |
| 2035 | Кушакпа ҫывӑракан кукша пулать. | Кушак — Шӑши |
| 2036 | Кушаксем туй тунӑ чух петӗм тӗнче ҫӳҫенет. | Кушак — Шӑши |
| 2054 | Куян — кулянчӑк, мулкач — мухтанчӑк. | Мулкач |
| 2055 | Куян куляна-кулянах ватӑлать. | Мулкач |
| 2056 | Куян курнипех кутӑн кайса ларас мар. | Мулкач |
| 2057 | Куян куҫӗ катаран курать. | Мулкач |
| 2058 | Куян пек хӑравҫӑ тата кам пур? | Мулкач |
| 2059 | Куян пек хӑравҫӑ татах пур. | Мулкач |
| 2060 | Куян ҫухрӑмне утса тухма хӗн. | Мулкач |
| 2061 | Куян тирӗ те пӗр ҫула тӳсет. | Мулкач |
| 2062 | Куян хыҫҫӑн кусма ҫук, вилен хыҫҫӑн вилме ҫук. | Мулкач |
| 2063 | Куян чупать хир тӑрӑх, нуша чупать ял тӑрӑх. | Мулкач |
| 2064 | Куяна — калча, чухӑна — ача. | Мулкач |
| 2065 | Куянӑн хӳри те, ӑсӗ те кӗске. | Мулкач |
| 2066 | Куянӗ пӗр тенкӗ тӑрать, йӗрлесси пин тенкӗ тӑрать. | Мулкач |
| 2067 | Куяншӑнах ан кулян, хӑйшӗн хӑй кулянтӑр. | Мулкач |
| 1713 | Лайӑх автан мӑнтӑр пулмасть. | Автан |
| 2225 | Лайӑх кӗсререн лайӑх тиха пулать. | Ут — Лаша |
| 2226 | Лайӑх лаша пуҫне ухса утать. | Ут — Лаша |
| 2227 | Лайӑх лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
| 2228 | Лайӑх лаша чӑпӑрккасӑрах чупать. | Ут — Лаша |
| 2230 | Лайӑх лашана пӗр пушӑ, чуман лашана ҫӗр пушӑ. | Ут — Лаша |
| 2229 | Лайӑх лашана сӗлӗ хӑвалать. | Ут — Лаша |
| 2231 | Лайӑх лашана чӑпӑркка кӑтартни те ҫитет. | Ут — Лаша |
| 2232 | Лайӑх лашапа Вӑрнар ҫулӗ те вӑрӑм мар. | Ут — Лаша |
| 2448 | Лапра автакан чӑпар куккук вил шывӗпе пит ҫӑвать. | Куккук |
| 2085 | Лапсӑркка сурӑхӑн ҫӑм нумай. | Сурӑх |
| 1499 | Ларакан йывӑҫ та хуппине сӳсен типсе хӑрать. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1500 | Ларакан йывӑҫ хакне ҫухатмасть. | Йывӑҫ—курӑк |
| 2268 | Лаша — хамӑн лайӑх, арӑм — ҫыннӑн лайӑх. | Ут — Лаша |
| 2233 | Лаша апачӗ лашаран хаклӑ. | Ут — Лаша |
| 2234 | Лаша ашне тутар ҫех юратать. | Ут — Лаша |