| 2523 | Ҫӑхан ҫӑхан куҫне шӑтармасть. | Ҫӑхан |
| 2524 | Ҫӑхан та чӗпписене сӑпай пулма вӗрентнӗ тет. | Ҫӑхан |
| 2525 | Ҫӑханпа ҫерҫи нихӑҫан та пӗртӑван пулман. | Ҫӑхан |
| 2526 | Ҫӑханпа ҫыхланиччен куракпа курнӑҫ. | Ҫӑхан |
| 2527 | Ҫӑханран ҫӑхан ҫуралать, ҫӑрхаран ҫӑрха ҫуралать. | Ҫӑхан |
| 2528 | Ҫӑханшӑн пулсан ҫӑва тулли виле пултӑр. | Ҫӑхан |
| 2531 | Ҫерҫи ватӑлсан та сикме пӑрахмасть. | Ҫерҫи |
| 2534 | Ҫерҫи урипе нумаях утаймӑн. | Ҫерҫи |
| 2532 | Ҫерҫи ӳсӗрӗлнӗ тет те месерле выртса: «Пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и, пӗлӗте тапса ҫӗмӗрем-и», — тесе калать тет. | Ҫерҫи |
| 2535 | Ҫерҫи шухӑшне шурӑ акӑш пӗлес ҫук. | Ҫерҫи |
| 2533 | Ҫерҫи шыва кӗрсе тухса тӗкӗсем тӑмаланнӑ та, хӑй мӗлки ҫине пӑхса: «Ой, ой, ой! Манран пысӑк кайӑк пур-ши ҫут тӗнчере?» — тенӗ. | Ҫерҫи |
| 2536 | Ҫерҫин те Мӑнкунта сӑра пур тет. | Ҫерҫи |
| 2537 | Ҫерҫирен хӑраса кантӑр акмасӑр юлас мар. | Ҫерҫи |
| 2538 | Ҫерҫисем ахаль чӗвӗлтетмеҫҫӗ. | Ҫерҫи |
| 2431 | Ҫӗр ҫинче ӑмӑрт кайӑк пек вӑйлӑ кайӑк ҫук. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 2539 | Ҫилленчӗк ҫерҫи ӑмӑрт кайӑка ҫулӑхнӑ та, пӗсехи ҫурӑлнӑ тет. | Ҫерҫи |
| 2542 | Тӑмана куҫӗ пысӑк та, ҫӗрле анчах курать. | Тӑмана |
| 2543 | Тӑмана пек тӗклӗ пулӑр, ӑмӑрт кайӑк пек ӑслӑ пулӑр теҫҫӗ. | Тӑмана |
| 2544 | Тӑмана урине тӑм тивмен. | Тӑмана |
| 2547 | Тӑмана ӳлет — усала чӗнет. | Тӑмана |
| 2545 | Тӑмана чӗппин те тӑванӗ пур. | Тӑмана |
| 2546 | Тӑмана шучӗпе каҫ пулмасть. | Тӑмана |
| 2548 | Тӑмана яланах йывӑҫ тӑррине ларать тет. | Тӑмана |
| 2549 | Тӑманаран хурчӑка ҫуралнӑ. | Тӑмана |
| 2550 | Тӑри пек тӑрӑшса юрлакан кайӑк та ҫук теҫҫӗ. | Тӑри |
| 2551 | Тӑри ҫӑмарта тӑвать те, тӑрна пусса кӑларать. | Тӑри |
| 2552 | Тӑри ҫӑмарта тунӑ чух куракӑн кучӗ ыратнӑ. | Тӑри |
| 2553 | Тӑри юррине тӑрсах итлеҫҫӗ. | Тӑри |
| 2554 | Тӑрисен те юрри тӗрлӗ. | Тӑри |
| 2556 | Тӑрлавсӑр тӑрна тӑранмалӑх апат тупайман. | Тӑрна |
| 2558 | Тӑрна вӗҫерӗнсен сенӗкпе тытма ҫук. | Тӑрна |
| 2557 | Тӑрна ӗҫки тӑрнана. | Тӑрна |
| 2559 | Тӑрна пӑрҫашӑн ҫӗр ҫухрӑмран ҫӳран килнӗ. | Тӑрна |
| 2560 | Тӑрна хырӑмӗ тӑранма пӗлмест. | Тӑрна |
| 2561 | Тӑрнан — ҫулӗ тӑрӑ, айванӑн — ӑсӗ тӑрӑ. | Тӑрна |
| 2562 | Тӑрпалтайпа тӑрна пӗртӑван. | Тӑрна |
| 2563 | Тӑрри шӑтӑк тӑрнан та тӑранса пурӑнмалӑх ӑсӗ пур. | Тӑрна |
| 2564 | Текерлӗк вӑййине хур чӗппи хутшӑнмасть. | Текерлӗк |
| 2565 | Текерлӗк вӑрман курнипе тӗлӗнмест. | Текерлӗк |
| 2566 | Текерлӗк сывлӑм шывӗпе ӑшне пусарать. | Текерлӗк |
| 2567 | Текерлӗк тапнипе тӗнче ишӗлмест. | Текерлӗк |
| 2568 | Текерлӗк те кун кӗтет. | Текерлӗк |
| 2569 | Текерлӗк те тӗрлӗрен пулать. | Текерлӗк |
| 2570 | Текерлӗк текӗ ҫерҫие тӗс мар. | Текерлӗк |
| 2571 | Текерлӗк чӗппи те тертленмесӗр ҫитӗнмест. | Текерлӗк |
| 2572 | Текерлӗк шыв тесе йӗрет, хӑй ишме те пӗлмест. | Текерлӗк |
| 2573 | Текерлӗк юрри те телей ҫинчен. | Текерлӗк |
| 2574 | Текерлӗк яланах шывпа тус. | Текерлӗк |
| 2575 | Текерлӗкӗн те хӑйне кура терчӗ пур. | Текерлӗк |
| 2496 | Ула курака чӗкеҫ чӗлхи килӗшмен. | Курак |